Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăх ĕçченĕсен кĕрхи уявĕнче

25 октября 2016 г.

Ял хуçалăх ĕçченĕсен кĕрхи уявĕнче

Октябрĕн 9-мĕшĕнче кăна-ха çĕршывра ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне паллă турĕç. Октябрĕн 5-8-мĕшĕсенче çĕршывăн тĕп хулинчи Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкинче "Ылтăн кĕркунне-2016" курав та иртнĕ. Ăна Раççей агропромышленноç ỹсĕмне халалланă. Курав Раççейĕн 64 регионĕнчи тата чикĕ тулашĕнчи 2,6 пин организацие пухнă. Чăваш Ен делегацийĕ те АПКн юлашки вăхăтри çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă. Тĕп конкурсра пирĕн "Акконд-агро фирма" хупă акционерлă обществăн "От Красули" тата "Гармония дня" брендсемлĕ сĕт продукчĕсем те пысăк хака тивĕçнĕ.

Раççей пỹлмине кăçал 116 млн. тонна тырă кĕнĕ. Кун пекки юлашки чĕрĕк ĕмĕр хушшинче пулманччĕ-ха. Чăваш Ен кăтартăвĕ те сумлă - 640 пин тонна ытла.

Юлашки çулсенче пирĕн район ял хуçалăхĕ те самай курăмлă аталанать. Çакă октябрĕн 21-мĕшĕнче ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен районти уявĕнче те уçăмлă палăрчĕ. Производствăра малта пыракансем тата ветерансем хăйсен професси уявне паллă тума йышлăн пухăннă.

Уяв "Алран кайми аки-сухи" юрăпа пуçланнă. Уйра тата фермăсенче вăй хуракансем ăна хăйсен професси ĕçĕн гимнĕ вырăнне ăша илсе, ура çине тăрсах юрланă.

Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, администраци пуçлăхĕн заместителĕ Валерий Чайкин, Чăваш Республикин спорт тата физкультура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Яковлев, район пуçлăхĕ Александр Шакин, районти агропромышленноç ветеранĕсен канашĕн председателĕ Михаил Яковлев, ыттисем саламланă, çĕнĕ ỹсĕмсемпе çитĕнỹсем тума ырă суннă.

Оперативлă даннăйсем тăрăх, районти пур йышши хуçалăхсем 25,3 пин тонна е пĕлтĕрхи шайăн 130 проценчĕ чухлĕ тырă, 11,6 пин тонна (88 процент) çĕрулми пухса кĕртнĕ. Тырă тухăçĕ пĕр гектар пуçне 22,5 (республикипе 22,9) центнерпа танлашнă, çĕрулми - 230 (республикипе - 178,2) центнер кăларса пухнă.

Пирĕн районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурăсен чи пысăк тухăçĕ В.Грачев ХФХн - 30,1 центнер тата "Акконд-агро фирмăн" - 28,4 центнер.

Кăçал 2017 çулхи тухăçшăн тăрăшса 2620 гектар кĕрхи тĕш тырă культурисем акса хăварнă, 4500 гектар çĕртме сухи тунă.

Выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарма 1 условнăй выльăх пуçне 28,9 центнер апат единици хатĕрлесе хунă. Выльăх апатне прогрессивлă технологипе хатĕрлеме тăрăшнă, çакă унăн пахалăхне тата упранаслăхне палăрмаллах ỹстерет.

Ленин ячĕллĕ хуçалăхри Виктор Николаев "Вектор", "Акконд-агро фирма" обществăри Андриан Александров "Дон-1500", В.Николаев ХФХри Вениамин Николаев КЗС-1218, А.Моряков ХФХри Алексей Иванов КЗС-812 комбайнсемпе кашни 10 пиншер центнер ытла тырă çапса тĕшĕленĕ.

Пысăк ăсталăхпа тỹрĕ кăмăллă ĕçлесе "Акконд-агро фирма" акционерлă обществăри Юрий Яковлев механизатор выльăх апачĕ пухса вĕтетекен "Ягуар" комбайнпа 11500 тонна симĕс масса хатĕрленĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те ỹсĕмсем лайăх. 2016 çулхи 9 уйăхра пур йышши хуçалăхра 16,0 пин тонна (пĕлтĕрхи çак тапхăртин 102,5 проценчĕ чухлĕ) сĕт туса илнĕ. Ял хуçалăх организацийĕсенче унăн калăпăшĕ иртнĕ çулхинчен 11,6 процент ỹснĕ, 5978,5 тоннăна çитнĕ. Пĕр ĕне пуçне 4273 килограмм е пĕлтĕрхи ку вăхăтринчен 302,4 килограмм нумайрах сĕт сунă. Ĕнесен продуктивлăхĕ "Акконд-агро фирмăра", "Дружба" ЯХПКра, С.Хумышев ХФХнче ỹснĕ.

Аш-какай туса илесси пур йышши хуçалăхра чĕрĕ виçепе 2012,8 тоннăпа е иртнĕ çулхин 103,1 проценчĕпе танлашнă.

2015 çулти 9 уйăхрипе танлаштарсан, кăçал мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ районта 3,5 процент хушăннă, вĕсем халĕ пурĕ 7828 пуç, çав шутра ял хуçалăх организацийĕсенче - 3230 пуç (111,6 процент). Ĕнесем 3318 пуç е 2015 çулхин 99,8 проценчĕ чухлĕ. Çак шутран ял хуçалăх производство кооперативĕсенче - 1411 пуç е 2015 çулхи тăхăр уйăхрин 105,5 проценчĕ чухлĕ.

Сĕт, аш-какай туса илессине ỹстерессипе тата выльăхсен йышне усраса хăварассипе "Акконд-агро фирма" ХАО, "Дружба" ЯХПК, В.Грачев, С.Илларионов тата С.Хумышев ХФХсем уйрăмах тăрăшуллă пулнă. Сĕтпе яланхи пекех "Акконд-агро фирма" малта, кунта кăçалхи 9 уйăхра пурĕ 3458 тонна паха продукци илнĕ, ỹсĕм иртнĕ çулхинчен 109,2 процент.

Паллах, пур çитĕнỹ те ĕçлекенсен, специалистсен, ертỹçĕсен тăрăшуллă ĕçĕпе туптанать. Çавна май "Акконд-агро фирма" АО ферминчи Геннадий Петров тĕп зоотехник, В.Грачев ХФХри Валентина Шашкова, "Чутеевский" ЯХПКри Николай Кузнецов, "Дружба" ЯХПКри Любовь Николаева, С.Илларионов ХФХри Надежда Федорова зоотехниксемпе ферма заведующийĕсем чи ăшă та ырă сăмахсене тивĕçлĕ. Иртен пуçласа каçчен фермăра, ĕç вырăнĕнче вăй-хала шеллемесĕр тăрăшакан "Акконд-агро фирма" обществăри Антонина Антонова, Полина Семенова, В.Грачев ХФХри Людмила Шуйкова, Марина Никитина операторсем чи пултаруллисен шутĕнче. Асăннă хуçалăхсенчи Галина Салмина, Михаил Петров тата Зоя Шашкова пăхакан выльăхсем талăкра чи нумай ỹт хушнă. Харпăр хăй ĕçĕнче çапла тăрăшуллă пулнăшăн тавах вĕсене. Чылай ферма коллективĕпе вĕсенче хастарлăх кăтартакан выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те ырми-канми ĕçшĕн ăшă сăмаха тата ырă ят-сума тивĕç.

Кăçалхи февральте С.Хумышев ХФХра смета хакĕпе 6 млн. тенкĕлĕх 120 ĕне усрамалăх витене реконструкци тата модернизаци тăвассине вĕçленĕ.

Тĕрлĕ инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе районта малалла ĕçлеççĕ:

"Акконд-агро фирма" хупă акционерлă обществăра - 600 пуçлăх икĕ пăру вити, пăрулаттармалли уйрăмăн пристройĕ тăваççĕ, изолятор тата сăвакан оборудование çĕнетеççĕ. Смета хакĕ - 78,53 млн. тенкĕлĕх. 35 процентне пурнăçланă. Д.Антонов ИП смета хакĕпе 11,0 млн. тенкĕлĕх 2,2 тонна вырнаçмалăх пахча çимĕç хранилищи тăвассине вĕçлесе пырать, 82 процентне пурнăçланă.

"Красная Чувашия" ЯХПКра 250 пуçлăх сĕт-çу фермине реконструкци туса модернизацилеççĕ. Смета хакĕ - 28,5 млн. тенкĕ, 85 процентне туса хатĕрленĕ. "Кубнинский_агрофирма" ОООра 200 пуçлăх ĕне витине 65 процент чухлĕ тунă. В.Грачев ХФХнче смета хакĕпе 21 млн. тенкĕлĕх 200 пуçлăх пăру витине 90 процент чухлĕ туса хатĕрленĕ. "Чутеевский" ЯХПКра 60 пăру усрамалăх вите хăпартаççĕ. Иккĕ-виççĕмĕш пайне пурнăçланă.

2016 çулта пурнăçа кĕртме палăртакан инвестици проекчĕсем:

"Акконд-агро фирма" ХАОра малта пыракан технологипе усă курса талăкра 30 тонна таран сĕте ĕçлесе тирпейлекен сĕт заводне реконструкцилесси тата модернизацилесси (АБК пристройĕ) - смета хакĕ 12 млн. тенкĕ.

2016 çулта пуçлакан фермер шучĕпе А.Кузнецов "Ял хуçалăх техники туянасси" бизнес-планпа фермер хуçалăхне аталантарма тата йăла ыйтăвĕсене йĕркелеме 1,1 млн. тенкĕ грант çĕнсе илме пултарчĕ. Асăннă проекта пурнăçа кĕртме тытăннăранпа ĕçе пуçлакан 6 фермер тата 2 çемье ферми грантлă пулчĕ.

Ял хуçалăх техникине çĕнетессипе те начар мар ĕçлеççĕ районти хуçалăхсем. Çапла кăçал кăна 12,2 млн. тенкĕлĕх техника туяннă. Вĕсем - "Дорстрой-агро" ООО, "Красная Чувашия" ЯХПК, "Акконд-агро фирма" АО, Ленин ячĕллĕ ЯХПК, В.Николаев тата А.Павлов ХФХсем. Ĕçсене вăхăтра та пахалăхлă тата тухăçлă пурнăçлас тĕлĕшпе техника пысăк вăй пулса тăрать.

"АПК аталанăвĕ" проект вăя кĕнĕренпе районти 4240 заемщике 607,8 млн. тенкĕлĕх çăмăллатнă кредитпа тивĕçтерни те хушма хуçалăхсене аталантарма пысăк витĕм кỹнĕ.

Патшалăх субсидийĕсене пурĕ 59,2 млн. тенкĕлĕх илнĕ, çав шутран федераци бюджетĕнчен - 48,7 млн., республика бюджетĕнчен - 10,5 млн. тенкĕ.

Ял ĕçченĕсен ĕç укçи ỹссе пынине те палăртмалла, вăл 13,7 процент ỹснĕ, вăтамран 16041 тенкĕпе танлашнă.

Уявсенче ĕçри хастарсене хавхалантарасси йăлана кĕнĕ. Хальхинче те, ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен праçникĕнче, производствăра малта пыракансем, ĕçре нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа вăй хурса пысăк кăтартусем тăвакансем Тав хучĕсене, Хисеп грамотисене, хаклă парнесене тивĕçрĕç.

Чыс та мухтав, ĕçченсене!

И.ГЛАДКОВ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика