Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каччăн пултарулăх çулĕ анлă та çутă

21 октября 2016 г.

Чăваш эстради çулсерен пуянланса пырать. Кунсерен тенĕ пекех çĕнĕ юрă, çĕнĕ çăлтăр çуралать. Вĕсем кăмпа пекех «шăтса» тухаççĕ. Апла пулин те вĕсенчен чылайăшне халăх астуса юлма та ĕлкĕреймест. Теприсем вара чылай çул эстрада тÿпинче йăлтăртатса çунаççĕ.

Юрра-ташша юратакан çамрăксем пирĕн тăрăхра та пур. Вĕсемпе эпĕ чăннипех те мухтанма пултаратăп, мĕншĕн тесен яшсемпе хĕрсем кирек мĕнле мероприятире те пысăк пулăшу кÿреççĕ. Сăмахран, агитбригадăпа çулсеренех ялсем тăрăх çÿретпĕр, хамăр пултарулăхпа район çыннисене савăнтаратпăр. Кунта çамрăксен тÿпи пысăк пулнине те асăнмасăр иртме çук.

Тин кăна эстрада çулĕ çине тăма пуçланă Чулкаç каччи иртнĕ эрнере Юнтапари культура çуртĕнче концерт йĕркелерĕ. «Халăхсен туслăхĕ» çамрăксен фестивалĕн çĕнтерÿçи Дмитрий Тимофеев сцена çинче илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ. Пултаруллă каччă районти тата республикăри фестиваль-конкурса кăна мар, кÿршĕ республикăри мероприятисене те хастар хутшăннине палăртмалла. Вăл вырăсла та, чăвашла та илемлĕ юрлать. Хăй çырнă юрăсем те чылай унăн.

Концерта таврари ялсенчен те пуçтарăнчĕç. Çавăн пекех эстрада çулĕ çине тăнă артистсем тата юрра-ташша кăмăллакансем - Сергей Печков, Ирина Тимофеева, Диана, Людмила Иванова, Кристина Ефимова - пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Халăх çамрăк артистсене тулли кăмăлпа йышăнчĕ. Тăвăллăн алă çупни хĕрсемпе каччăсене хавхалантарчĕ.

Димăн ку пуçламăшĕ кăна-ха. Çамрăка пултарулăх çулĕнче ăнăçу сунар.

Лина ИВАНОВА, культура çурчĕн директорĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика