Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кирилл Григорьев - çĕнтерÿçĕ

18 октября 2016 г.

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ «Ялти йĕркелĕх - çĕршыври тăнăçлăх» ятпа иртрĕ. Ăна халалласа республикăра 2015 çулхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа кăçалхи сентябрьччен Чăвашстат, Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви, «Хыпар» хаçат пуçарăвĕпе «Савнă ялăм, тăван ял» ятлă ÿкерчĕксен конкурсне йĕркеленĕ.

Конкурса республикăри районсемпе хуласенчен 300 ытла ÿкерчĕк килнĕ. Çамрăк ÿнерçĕсен ĕçĕсенче ял çынни мĕнле пурăннине, ăçта ĕçленине, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнине, ял тăрăх çыравçă çÿренине курма пулать. Ачасем çут çанталăка та хитре сăнласа панă. Жюри вĕсен ĕçĕсене 3 номинацире пăхса тухнă: «Пирĕн пата çыравçă килчĕ», «Эпĕ хам яла юрататăп», «Манăн пахча çимĕç». Пĕтĕмлетÿ тăрăх, Мăн Ямаш шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекен Кирилл Григорьев «Пирĕн пата çыравçă килчĕ» номинацире виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Елена ЛЬВОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика