Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Росгосстрах уява пуçтарчĕ

14 октября 2016 г.

Ĕнер «РОСГОССТРАХ» страхлав компанийĕ районти агенчĕсене, хăйĕнпе çирĕп çыхăну тытакан клиенчĕсене компанин 95 çулхи юбилейне тата Раççейри страхлакан кунне паллă тума Элĕкри культурăпа кану керменне пуçтарчĕ. «Паян пирĕн компани тытăмĕнче Раççейĕпе 100 пине яхăн çын тăрăшать. Вĕсенчен 60 пинĕ агентсем. Чăваш Республикинче «РОСГОССТРАХ» компани чылай çыншăн шанчăклă юлташ вырăнĕнчех. Йывăрлăха лекнĕ хамăрăн клиентсене яланах пулăшма хатĕр эпир. Асăннă компанин Элĕк районĕнчи пайĕ 9 уйăхра страхлав тĕслĕхĕсене саплаштарма 6 миллион тенкĕ янă», - район çыннисене саламланă май палăртса каларĕ компанин Чăваш Республикинчи филиалĕн директорĕ Алексей Пирожков. Вăл чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ агентсене Тав хучĕпе тата парнепе чысларĕ. Район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Зиновий Федоров та страхлав компанийĕн мĕнпур ĕçченне тата вĕсен клиенчĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов ячĕпе саламласа çынсен шанчăкне тÿрре кăларнишĕн тав сăмахĕ каларĕ. Малашне те ĕçе страхланакансен сĕнÿ-канашне тĕпе хурса йĕркелесе пыма сĕнчĕ. Районти пушар хуралĕн пайĕн начальникĕ Геннадий Архипов районти страхлав тĕслĕхĕсемпе тăтăшах хутшăнса ĕçлеме тивнине палăртрĕ, компанин районти пайĕн ĕçĕпе кăмăллă пулин те çынсен инкекĕпе çыхăннă тĕслĕхсемпе сайрарах тĕл пулмалла пултăрччĕ терĕ. «РОСГОССТРАХ» компанин Элĕкри пайĕн начальникĕ Альбина Павлова уява килнĕ мĕнпур агента, страхланакансене ăнăçупа телей сунчĕ. Уява малалла Муркаш районĕнчен килнĕ пултарулăх коллективĕ тăсрĕ. Хыççăн лотерея вылявĕ иртрĕ.

 

 

 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика