Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе пуçăнма сĕнÿсемпе хушусем пур

14 октября 2016 г.

Ĕнер, октябрĕн 13-мĕшĕнче, Элĕкри культура керменĕнче «Единая Россия» политика партийĕн Элĕк районĕнчи вырăнти уйрăмĕн XXI конференцийĕн иккĕмĕш тапхăрĕ иртрĕ. Кун йĕркине виçĕ ыйту кăларнă.

Пĕрремĕш ыйтупа кăçалхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн суйлавĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен «Единая Россия» партин Элĕк районĕнчи вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Александр Куликов тĕплĕн каласа пачĕ, суйлав кампанине хутшăнакансене пурне те тав турĕ. Суйлав пĕтĕмлетĕвĕсем паллă, ун çинчен хаçатра пĕрре мар çыртăмăр. Халĕ суйлав умĕнхи программăра палăртнă тĕллевсене пурнăçлама вăхăт çитнĕ. «Программăна хатĕрленĕ тапхăрта республикăри суйлавçăсемпе 15 пине яхăн тĕлпулу ирттернĕ. Вĕсем пирĕн районта та иртрĕç. Çак хушăра граждансенчен 50 пинрен те ытларах сĕнÿ-хушу илнĕ. Халĕ вĕсене пурне те тишкерсе пĕтĕмлетмелле, унтан пĕр тăхтаса тăмасăрах пурнăçа кĕртме пуçламалла», - пĕлтерчĕ Александр Николаевич. Пурнăçламалли ĕçсем хушшинче Элĕк районне пырса тивекеннисем те пур.

Иккĕмĕш ыйтупа «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн политканаш йышне улшăнусем кĕртрĕç. Делегатсем вăрттăн сасăлавпа пурте пĕр шухăшлă пулса политканаша район пуçлăхне, район депутачĕсен Пухăвĕн председательне Владислав Волкова тата Тавăт шкулĕн вĕрентекенне Анна Бурмистровăна йышăнчĕç.

Çавăн пекех делегатсем вырăнти тĕрĕслев комиссийĕн Положенине çирĕплетрĕç.

Конференци савăнăçлă лару-тăрура вĕçленчĕ. Александр Куликов тăрăшуллисене Тав хучĕсемпе чысларĕ.

Марина ЛЕОНТЬЕВА.

 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика