Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă йăла манăçмасть (ЯЛ ĚÇЧЕНĚ)

11 октября 2016 г.

Çутçанталăк кĕрхи сарă тум тăхăннă вăхăтра ватă çынсен кунне уявлатпăр. Ишпуç ялĕнчи хисеплĕ ватăсем культура çуртне уява пыма кăмăл турĕç. Аслă ăру çыннисене чысласси чăваш çемйинче ăруран ăрăва куçса пырать. Ырă йăла манăçа тухмасть. Ветерансен çĕршыв аталанăвне хывнă тỹпине, пархатарлă ĕçне, ăслăлăхĕпе ĕçченлĕхне кашниех асра тытать. Чуна уçса калаçса, пурнăç çулне аса илчĕç, тус-тантăшĕсене саламларĕç. Терт-нушисене те самаях курма тивнĕ ватăсене.

Мария Яковлевна Никитина 89 çулта. Уй-хирте тата фермăра сысна пăхнă çĕрте ĕçленĕ вăл. Тăрăшса ĕçленĕшĕн, сысна çăвăрлаттарса нумай çура илсе ỹстернĕшĕн Маня аппа Мускава ВДНХна кайма тивĕç пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче Шăмăршăна вăрман касма çỹренине каласа пачĕ.

Анна Федотовна Чернова 88 çулта. 34 çул шкулта техслужащире тăрăшнă, нумай тав хучĕсене тивĕçнĕ. "Классене вут хутса ăшăтнă, фермăран сĕт илсе килсе ачасене вĕретсе ĕçтереттĕмĕр, чернилне те хамăрах хатĕрленĕ. "Шăмăршăна вăрман касма кайсан çурран таврăннă, ывăннипе вăй пĕтетчĕ..." - аса илет Анна аппа.

Нина Сергеевна Волкова 87 çулта, сакăр ача амăшĕ вăл. Хăмла çинче, колхоз столовăйĕнче, мăшăрĕпе пилорамăра хăма çурнă çĕрте ĕçленĕ.

Юлия Михайловна Иглова 76 çулта тата Елизавета Александровна Павлова 84 çулта. Вĕсем те колхозри пĕр ĕçрен те юлман. Хăмла та çитĕнтернĕ, уй-хирте те тăрăшса ĕçленĕ ветерансем.

Илемлĕ юрăсем парнелерĕç хисеплĕ ватăсене. Купăспа ялти ветерансен канашĕн председателĕ, хăй вăхăтĕнче культура çуртĕнче пултарулăх ертỹçинче ĕçленĕ Н.М.Александров хавхалантарчĕ. Ватăсем хăйсем килĕштерекен авалхи, çамрăк чухнехи тата хăна юррисене юрларĕç.

"Тăваткал çаран уттине, уттине

Çăлаясчĕ савăнса, савăнса.

Çак юратнă тăвансемпе, тăвансемпе

Пурнаясчĕ тепĕр ик çул, тепĕр ик çул..." - çепĕççĕн шăрантарчĕç вĕсем. Ваттисем те, çамрăкрах ỹсĕмрисем те уявпа кăмăллă юлчĕç.

З.ФИЛИМОНОВА. Çĕнĕ Ишпуç ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика