Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăл атлетсем тĕнче класлă спорт мастерĕн парнисемшĕн тупăшрĕç

11 октября 2016 г.

Çăмăл атлетсем тĕнче класлă спорт мастерĕн парнисемшĕн тупăшрĕç

Ылтăн кĕркуннен хĕвеллĕ кунĕнче Мăн Шетмĕри вăтам шкул стадионĕнче çăмăл атлетсен хамăр ентешĕн — Анаткас ялĕнче çуралнă паллă спортсменăн, Европа чемпионачĕн кĕмĕл призерĕн, тĕнче класлă спорт мастерĕн С. Афанасьевăн парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ черетлĕ вунпĕрмĕш ăмăртăвĕ иртрĕ. Кăштах историрен. Сергей Германович Афанасьев 1964 çулхи августăн 28-мĕшĕнче çуралнă. Вăл 4 хутчен СССР чемпионĕн, 6 хутчен СССР Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен чемпионĕн, 2 хутчен СССР рекордсменĕн ятне тивĕçнĕ. Московский хулара пурăнать, “Интер” ООО директорĕ, “Единая Россия” парти членĕ, Московский поселени Канашĕн депутачĕ, кандидата хăйне хăй тăратнă. С. Афанасьев парнисене çĕнсе илессишĕн пĕрремĕш ăмăрту Мăн Шетмĕре 1996 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнче иртнĕ. Унтанпа çăмăл атлетсен йышĕ ỹссех пынă. Калăпăр, 2000 çулта Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи, Красноармейски, Çĕрпỹ, Çĕмĕрле тата Элĕк районĕсенчи 220 ытла спортсмен вăй виçнĕ. Кăçалхи тупăшура та 230-ăн пулчĕç. Çỹлерех асăннă хула-районсен командисем çумне ку хутĕнче Çĕмĕрле хулипе Вăрнар районĕнчен те хутшăнчĕç. Ăмăртăва Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П. Николаева уçрĕ. Раççей Гимнĕ янăранă хыççăн район пуçлăхне О. Димитриева сăмах пачĕç. “Мăн Шетмĕ тăрăхĕнчен паллă спортсменсем сахалăн мар тухнă. Вĕсенчен чи маттурри — Сергей Германович Афанасьев”, — терĕ Олег Васильевич. “Унăн пĕрремĕш тренерĕ — Эдуард Георгиевич Филиппов кăçалхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче 70 çул тултарчĕ. Çавна май ăна алла çыхмалли сехет тата спорт куртки парнелетпĕр”, — палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Молотков. Э. Филиппова Мăн Шетмĕри Совет Союзĕн Геройĕ В. Васильев ячĕллĕ шкул директорĕ Д. Филимонов та ăшă сăмахсем каласа парне кỹчĕ. С. Афанасьева 2014 çулта “Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ” ят панă. Хăйĕн сăмахĕнче Сергей Германович пĕрремĕш ăмăртăва хăйĕн пĕрремĕш тренерĕ Э. Филиппов 50 çул тултарнине халалласа йĕркеленине, унтанпа вара 20 çул иртнине каларĕ, йĕркелỹçĕсемпе çăмăл атлетсене тав турĕ. В. Моисеев тĕп судья ăмăртусен программипе паллаштарнă хыççăн чи кĕçĕннисем старт илчĕç. 2005 çулта çуралнă тата унран çамрăкрах хĕрачасем 300 метра чупрĕç: кунта малти вырăнсене Татьяна Дмитриева (Карай), Надежда Андреева (Еншик Чуллă), Алина Белова (Трак шкулĕ) йышăнчĕç. Çак ушкăнри арçын ачасем вара 500 метрлă дистанцире вăй виçрĕç, 1—3-мĕш вырăнсене Владимир Федоров (Мăн Шетмĕ), Артем Дудин (Çĕмĕрле хули) тата Максим Ефимов (Çĕмĕрле районĕ) тивĕçрĕç. 2003—2004 çулсенче çуралнă хĕрсенчен (500 м) Çĕрпỹ районĕнчи Елена Николаева, Шупашкар хулинчи “Попутчик” спортклубри Кристина Леонтьева тата Виктория Кузьмина (Çĕрпỹ районĕ), арçын ачасенчен (1000 м) Владимир Никитин (Мăн Шетмĕ), Константин Никитин (Çĕрпỹ районĕ), Кирилл Юртаев (Элĕк вăтам шкулĕ) çĕнтерчĕç. 2001—2002 çулсенче çуралнă хĕрсенчен (1500 м) Анастасия Дубинина (Элĕк), Анна Степанова (“Хĕлхем” ДЮСШ), Яна Паймина (Çĕнĕ Шупашкар), ку ушкăнри арçын ачасенчен (1500 м) Стас Михайловпа Евгений Федоров (иккĕшĕ те — “Хĕлхем” ДЮСШ), Иван Кузьмин (Çĕрпỹ районĕ) палăрчĕç. 1999—2000 çулсенче çуралнă хĕрсем хушшинче (1500 м) 1—3-мĕш вырăнсене Шупашкар хулинчи “Попутчик” спортклуб çăмăл атлечĕсем — Ксения Афонина, Татьяна Прокопьева тата Кристина Трифонова, каччăсенчен (1500 м) Николай Семенов (“Хĕлхем” ДЮСШ), Николай Запасовпа Сергей Афанасьев (иккĕшĕ те — Элĕк вăтам шкулĕ) çĕнсе илчĕç. 45 çулхи тата унран аслăрах хĕрарăмсем хушшинче 800 метрлă дистанцире Алевтина Судеркинана (Çĕнĕ Шупашкар хули) çитекенни пулмарĕ. Унăн командăри тантăшĕсем — Татьяна Корюкаевапа Наталья Иванова иккĕмĕшпе виççĕмĕш чупса тухрĕç. Ку ушкăнри арçынсем хушшинче (800 м) “Яманаки” ФСК-ри Николай Пантелеймонов çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Владислав Терентьев (райпо), виççĕмĕшĕнче — Владимир Иванов (“Элара”). 5х400 метрлă эстафетăра вара “Яманаки” ФСК спортсменĕсем палăрчĕç. 2—3-мĕш вырăнсенче “Красноармейски районĕн ветеранĕсем” команда тата Çĕнĕ Шупашкар хулинчи “Коммуналлă сетьсем” коллективăн çăмăл атлечĕсем йышăнчĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене Дипломсемпе, медальсемпе тата парнесемпе чысларĕç. Спорт ветеранне — Красноармейски ялĕнче пурăнакан В. Константинова та ăмăртусене тăтăшах хутшăннăшăн С. Афанасьев парне пачĕ. Сергей Германович кунпа пĕрлех Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхне П. Николаевана та сумлă сувенир кỹчĕ. Спортсменсене çавăн пекех Мăн Шетмĕ вăтам шкулĕн столовăйĕнчи поварсем тутлă апат-çимĕçпе хăналарĕç. Спорт уявне 1976 çулта Монреаль хулинче иртнĕ Олимпиадăра тупăшнă, СССР тата РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ, тĕнче класлă спорт мастерĕ, отставкăри полковник, ветерансем хушшинче утса нумай хут тĕнче чемпионĕн тата рекордсменĕн ятне тивĕçнĕ В. Семенов та хутшăнчĕ, ăмăрту пысăк шайра иртнине пĕлтерчĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика