Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрхи ярмăркка пуян та тарават пулчĕ

04 октября 2016 г.

Кĕрхи ярмăркка пуян та тарават пулчĕ

"Кĕр пуянлăхĕсем-2016" кĕрхи ярмăркка иртрĕ октябрĕн 1-мĕшĕнче Тăвай ялĕнче. Вăл кашни çулах нумай çын пухать, кăçал та çаплах пулчĕ. Юрă-ташă çынсен кăмăлне пушшех те çĕклерĕ. "Тăвайри кооператив" ПО апат-çимĕç тата промышленноç таварĕсемпе, шашлăкпа тата ытти пĕçернĕ çимĕçсемпе суту-илỹ турĕ. Ял хуçалăх производство кооперативĕсем ял хуçалăх продукчĕсен, пахча çимĕç культурисен, çимĕç йывăççисемпе тĕмĕсен хунавĕсен выставкине йĕркеленĕ. Иртнĕ çулсенчи пекех, тăвайсемпе хăнасем Патăрьел питомникĕн çимĕç йывăççисене хаваспа туянчĕç, черет тăрсах илчĕç вĕсене. Канашпа Йĕпреçри улма-çырла питомникĕсем те тарават пулчĕç çынсене. Вăрнар районĕнчен çĕрулмин сортлă вăрлăхĕсене илсе килнĕ ярмăрккана. Республикăри пулă хуçалăхĕсем те хăйсен продукцийĕпе хапăлах тивĕçтерчĕç. Районти ял хуçалăх предприятийĕсем, хресчен фермер хуçалăхĕсем, харпăр хăй хуçалăхĕнче тĕрлĕ çимĕç туса илекенсем те хастар хутшăнчĕç кĕрхи уява, кашниех хăйĕн продукцине сĕнчĕ. Ахальтен мар кĕрхи ярмăрккана килнĕ район çыннисемпе хăнасене саламласа, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке хăйĕн шухăшĕсене пытарса тăмарĕ: "Ярмăркка ăнăçрĕ, çынсем çĕрулми те, купăста та, кишĕрпе хĕрлĕ чĕкĕнтĕр те, ашпа сухан та туянчĕç, хĕл каçма саппас турĕç", - терĕ. Пур йышши продукци те - севокпа (ăна Мучар ялĕнчи Светлана Шакшина сутрĕ) пыл, сĕт-çу продукчĕсем таранах алхапăл туянчĕç çынсем. Кунĕ те, октябрĕн 1-мĕшĕ, самай ăшă, ваттисен кунне тата тăвайсене ярмăркка ирттерме ятарласа халалланă панă пекех, пулчĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика