Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Артист та, сăмах ăсти те

20 сентября 2016 г.

Артист та, сăмах ăсти те

Çĕр çинче тем тĕрлĕ ĕç те пур, вĕсенчен кашниех хисепе тивĕçлĕ. Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнă май, тĕрлĕ професси ĕçченĕсене тав сăмахĕ калама сăлтав пур пирĕн. Район аталанăвне хăйсен тỹпине хываççĕ, унăн малашлăхĕшĕн тăрăшаççĕ вĕсем.

Манăн сăмахăм Енĕш Нăрвашри культура çурчĕн ĕçченĕсем пирки пулĕ. Районти чи пысăк ялсенчен пĕри истори пуянлăхĕпе те, паллă çыннисемпе те палăрса тăрать. Паллă сцена тата сăмах ăстисем, ỹнерçĕсем, ăсчахсем çуралнă яла республикăра нумайăшĕ пĕлет. "Упа кĕтесĕ" кану бази çĕнĕ туризм проекчĕпе ял тата район аталанăвне ырă витĕм кỹрет.

Кунти культура çуртĕнче тăрăшакан специалистсем районта чи пултаруллисен йышĕнче. Вĕсем тăтăшах район тата республика шайĕнче иртекен конкурс-фестивальсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ, кулленхи ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртсе илемлетеççĕ. Тĕрлĕ ỹсĕмри çынсемпе пĕр чĕлхе тупса вĕсен чун-чĕрине вăй-хал кỹреççĕ, культура вучахĕ çумĕнчи пултарулăх пĕрлешĕвĕсене ертсе пыраççĕ, çынсене искусство мелĕсемпе кăсăклантарса ỹнер тĕнчине йыхравлаççĕ. Вырăнти "Сарпи", "Саймал", "Тĕпел" пултарулăх ушкăнĕсем, "Пучах" агитбригада, халăх театрĕ, "Путене" ача-пăча театрĕн студийĕ районти культура пурнăçне пысăк витĕм кỹреççĕ. Культура çурчĕн заведующийĕ Екатерина Кузнецова, Галина Русская илемлĕх ертỹçи, халăх театрĕн режиссерĕ Зоя Васильева ĕçри тăрăшулăхĕшĕн район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Зоя Ивановнан, тĕрлĕ хисеп хучĕсемсĕр пуçне, Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Тав çырăвĕ те пур.

З.Васильева халăх театрне 2008 çултанпа ертсе пырать. Вăл кăсăклă сценарисем, пьесăсем, сăвăсем, чăвашла юрăсем те ăнăçлă çырать. Унăн "Килтĕм хăнана", "Эс те, эс те ман тăван", "Эй, хей çумăр çу", "Килсе курма васкарĕ", "Кумма" юррисем республикипех паллă, радиоэфирта та час-часах янăраççĕ. Зоя Ивановнана чăн-чăн сцена ăсти тесен те ытлашши пулмĕ. Пĕр спектакльте вăтам çулсенчи хĕрарăм, тепринче çамрăк хĕрача е ватă çын сăнарĕсене чăн пурнăçри пек кăларать. Унăн пултарулăхне театр енĕпе иртекен смотрсенче пысăк хак параççĕ. Кăçалхи "Акатуй" уявĕнче те Зоя Ивановна (сăн ỹкерчĕкре: лараканни) тĕп сăнарсенчен пĕрне аван кăтартса пачĕ. Юрлас ăсталăхĕ те пысăк. Ĕлĕкхи халăх тата хальхи эстрада юррисене илемлĕн те çепĕççĕн шăрантарать.

Чăвашлăха, чăваш йăли-йĕркине тĕпе хурса ĕçлет З.Васильева, çепĕç те янăравлă чăваш чĕлхине, тĕлĕнмелле илемлĕ халăх йăлисене сыхласа хăварас тесе тимлет.

Зоя Ивановнан пултарулăх çỹпçинче "Всегда театр", "Юмах çăлкуçĕ", "Кĕмĕл сасă", "Професси енĕпе чи лайăх ĕçчен", "Ай, юрлар-и!", "Сенкер чаршав" фестивальсенче чысланă Хисеп хучĕсем пур.

Иртнĕ пултарулăх сезонĕнчех, ав, республикăра иртекен "Мухтав ахрăмĕ" театрсен смотрĕнче пĕр харăс тăватă номинацире ("Чи лайăх драматурги", "Хĕрарăм рольне чи лайăх калăплакан", "Арçын рольне чи лайăх калăплакан", "Чи лайăх комедиллĕ спектакль") çĕнтерỹçĕ пулса тăнă халăх театрĕ.

Унсăр пуçне асăннă коллектив "Чĕрĕ сăмах" конкурсра "Эпир, чăвашсем, чăвашсемех пуласшăн" постановкăпа республикăра 3-мĕш, П.Хусанкайăн "Тилли юррисем" ярăмри "Мехел" сăввипе 2-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Районта ирттернĕ фестиваль-конкурссенче çĕнтернисене шутласа та пĕтерес çук пулĕ.

Зоя Васильева Хусанти культура институтĕнче вĕреннĕ. Республикăри халăх пултарулăхĕн центрĕ ирттерекен семинарсене, тренингсене, конференцисене тăтăшах хутшăнать. Енĕш-Нăрваш халăх театрĕ çулсерен çĕнĕ пьесăсем, постановкăсем кăларать, районти тата республикăри ялсене гастрольсене тухать.

Авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнче Енĕш Нăрвашри халăх театрĕн артисчĕсем Чăваш наци радиовĕнче тỹрĕ эфира хутшăнчĕç. "Чĕнтĕрлĕ чаршав" программăн кăларăмĕнче радио итлекенсем театр историйĕпе тата кулленхи ĕçĕсемпе, малалли тĕллевĕсемпе паллашрĕç. Театр режиссерĕ Зоя Васильева, ỹнер енĕпе тимлекен постановщик Вячеслав Ефимов тата Майя Арестова вылякан культура пурнăçĕнчи чи интереслĕ самантсене аса илчĕç. Кỹршĕллĕ республикăсене вунă кунлăха гастроле кайнине те ăшă кăмăлпа каласа пачĕç. Итлекенсен ыйтăвĕсене те хуравларĕç нăрвашсем, "Кай-кай Ивана" спектакльти пĕр сыпăка микрофон умĕнчех выляса пачĕç. "Шăпа", "Виçĕ хĕрпе пĕр каччă", "Шикли шикленнĕ, кĕрĕк пĕркеннĕ" спектакльсенчи сыпăксемпе паллашнă май радио итлекенсем артистсене тав сăмахĕсем каларĕç, малашне те çитĕнỹсем тума сунчĕç. Вячеслав Ефимов рольсене витĕмлĕ калăпланисĕр пуçне пултарулăх ушкăнĕсене юрă-кĕвĕпе хавхалантарать. Галина Русская та сцена çинче выляс ăсталăхпа палăрать. Вĕсен пултарулăхне те республикăри театр ĕçченĕсем пысăка хурса хакланă.

Сăмах май каласан, Енĕш Нăрваш халăх театрĕ çитес çул хăйĕн виççĕмĕш çавра çулне тивĕçлĕ шайра ирттерме хатĕрленет.

Яваплă та тỹрĕ кăмăллă культура ĕçченĕсене тав тăватпăр. Пултарулăхăр ан иксĕлтĕр, тăтăшах çĕнĕ программăсем, спектакльсем хатĕрлесе куракансене савăнтарăр.

А.АЛЕКСЕЕВА. Тăвайри культура çурчĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика