Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Владимир облаçĕнчи хăнасем Енĕш Нăрвашра

27 сентября 2016 г.

Владимир облаçĕнчи хăнасем Енĕш Нăрвашра

Нумаях пулмасть Владимир облаçĕнчи Кольчугино хулинчи тата Чăваш Республикинчи Германире çар службине пурнăçланă ветерансен уйрăмĕсен семинарĕ иртнĕ. Семинарăн тĕп тĕллевĕ _ Чăваш Республикинче çар тивĕçне пурнăçланă воин-ветерансене халалласа лартнă стелăсемпе, обелисксемпе тата музейсенчи материалсемпе паллашасси. Семинара хутшăнакансем чи малтанах Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейне çитсе курнă. Ушкăнпа Атăл тăрăхĕнчи регионсен уйрăмĕн пуçлăхĕ Г.В.Кошкин, Кольчугино хулинчи ертỹçĕ С.В.Уткин, секретарĕ Т.В.Уткина пулнă. Хăнасене Тăвай енри музей хăйĕн калăпăшĕпе, пуянлăхĕпе тыткăнланă. Германире çар службин тивĕçне пурнăçланисен ячĕпе йĕркеленĕ ятарлă кĕтеспе питĕ кăсăкланнă вĕсем, унта вырнаçтарнă тĕрлĕ экспонатсемпе папкăсене тимлĕн тишкернĕ. Ун хыççăн хăйсен ятарлă ялавĕпе музейра сăн ỹкерттернĕ, кăçал ялта уçнă воин-интернационалистсен обелискĕ умĕнче пулса курнă.

Енĕш Нăрвашри тĕлпулу хыççăн хăнасем Елчĕк-Патăрьел-Шăмăршă маршрутпа çула тухнă, кунта Германире службăра пулнисене чысласа лартнă стелăсемпе паллашнă, салтакра пулнисемпе тата пулас хỹтĕлевçĕсемпе тĕлпулусем ирттернĕ. Юлашкинчен çакна та палăртмалла, Чăваш Республикинчи Ассоциаци пур енĕпе те малтисен шутĕнче, çавăнпах та пулĕ Кольчугино хулинчен те Чăваш Енри обществăлла организацийĕн ĕç опычĕпе паллашма кăмăл тунă.

В.ПЕТРОВ, Енĕш Нăрваш музей заведующийĕ, Германире службăра пулнисен Тăвай тăрăхĕнчи уйрăмĕн ертỹçи.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика