Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Роман Лукин - çĕнтерỹçĕ

04 октября 2016 г.

Роман Лукин - çĕнтерỹçĕ

Шупашкарта 1999-2000 çулсенче çуралнă çамрăксем хушшинче самбо вăййипе кĕрешсе Чăваш Енре мала тухассишĕн ăмăртусем иртрĕç. Унтанах Федерацин Атăлçи округĕнчи ăмăртăвĕсене хутшăнма самбистсем суйласа илеççĕ.

"Аль" ФСК самбисчĕсем республикăри ăмăртусенче хăйсен пултарулăхне пĕрре çеç мар кăтартрĕç ĕнтĕ. Авăн уйăхĕнче Диана Федорова дзюдопа республикăра мала тухассишĕн пынă ăмăртура III вырăн йышăнчĕ. Егор Иванов та, иртнĕ çулхи çĕнтерỹçĕ тата дзюдопа ЧР пĕрлештернĕ командин членĕ, начар мар кĕрешрĕ.

Хальхинче Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче 10 виçе категорийĕнчи çĕнтерỹçĕсене палăртрĕç. Пирĕн командăри самбистсенчен Роман Лукин 87 килограмран пысăкрах виçере чи маттурри пулчĕ, çĕнтерỹçĕ тата Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командин членĕ пулса тăчĕ. Халĕ вăл хушма тренировкăсене тата ăмăртусене хутшăнать. Ăна Федерацин Атăлçи округĕнчи ăмăртусенче те çĕнтерỹçĕ пулса тăрасса шанас килет.

Роман - тĕплĕ, тăрăшуллă çамрăк. Районти Кĕрешỹ вăйăра та пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕччĕ. Сăмах майăн каласан, унăн ашшĕ те, Михаил Лукин, самбăпа республикăра мала тухассишĕн пынă ăмăртусенче иккĕмĕш вырăн йышăннă пулнă. Ывăлĕ вара ашшĕнчен те ăнăçлăрах кĕрешме пултарчĕ. Малашне те ăнăçусем сунатпăр ăна.

М.АНДРЕЕВ. Тренер.

Сăн ỹкерчĕкре: Р.Лукин хăйĕн тренерĕпе пĕрле.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика