Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сахал тупăшлă çемьесене _ субсиди

27 сентября 2016 г.

 Пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă тивĕçтерỹсемшĕн тỹлемешкĕн субсиди параççĕ. Камсене? тейĕ вулакан. Ыйту çине районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Н. Никитина хуравлать.

_ Кăçалхи 8 уйăхра ку енĕпе 577 çемье усă курнă. Вĕсем вăтамран уйăхсерен 1172 тенкĕшер ытла субсиди илнĕ. Ăна çемьери пĕтĕмĕшле тупăш сахалраххисене паратпăр. Субсиди илес текенсен пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă тивĕçтерỹсемшĕн тỹлевпе вăхăтра татăлса пыни кирлĕ. Ăна 6 уйăхлăха параççĕ.

Компенсаци ыйтăвĕпе районти социаллă хỹтлĕх пайне килмелле. Вăл Патăрьелĕнче Ленин проспектĕнче 27 çуртра вырнаçнă. 6 22 82 номерлĕ телефонпа ыйтса пĕлме пулать. Мĕнле документсем кирлине те кунтах тĕплĕн ăнлантараççĕ.

Субсиди тухассипе тухманнине хăвăр та шутласа пăхма пултаратăр. Малтанах çемье тупăшне пĕлмелле. Унта стипенди те, пособи те, пенсипе хушма тỹлевсем те (пур пулсан) кĕреççĕ. Çемьери кашни çыннăн укçине пĕрле хушса пайламалла. Пĕриншĕн мĕн чухлĕ тухнине пĕлмелле. Ĕçлекен çынна уйăхра пурăнмалли вăтам виçе 8854 тенкĕ кирлĕ. Ачана 8555 тенкĕ каять. Пенсионер 6828 тенкĕпе саплашма пултарать. Çемье тупăшĕ регионти пурăнмалли коммуналлă тивĕçтерỹсен стандартĕнчен иртмелле мар.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика