Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 90 çулхи юбилея паллă турĕ

27 сентября 2016 г.

Иртнĕ кунсенче Элĕкре пурăнакан Манефа Буковинина хăйĕн паллă кунне уявларĕ. Вăл 90 çул тултарчĕ. Çак сумлă уявпа районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Галина Григорьева, Элĕк ял тăрăхĕн тĕп специалист-эксперчĕ Роза Иванова саламларĕç. Вĕсем ăна Владимир Путинăн саламлă çырăвне вуласа пачĕç, асăнмалăх парнепе савăнтарчĕç.

Юбилярăн пурнăçĕ çăмăл пулман: вăрçă çулĕсенче йывăрлăхсем витĕр тухнă, çĕршыва тăшман аркатса пĕтернĕ ишĕлчĕкрен вăй илнĕ вăхăта тÿснĕ, Тăван çĕршывăн тивлечĕшĕн тăрăшса ĕçленĕ. Ветеран йывăрлăхсене чылай курнă пулин те хăйне телейлĕ тесе шутлать, мĕншĕн тесен ăна хĕрĕпе икĕ мăнукĕ тата пĕр кĕçĕн мăнукĕ савăнтарса вăй-хал парса тăраççĕ.

Манефа Аввакумовнăна нумай пурăнма çирĕп сывлăх сунатпăр.

(Хамăр инф.).

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика