Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эстафетăран - çĕнтерÿпе

13 сентября 2016 г.

Иртнĕ шăматкун Шупашкарта залив хĕрринче «Советская Чувашия» хаçат пуçарăвĕпе иртекен çăмăл атлетсен 78-мĕш эстафети иртрĕ.

Район чысне Элĕкри вăтам тата Йăлкăшри тĕп шкулсем, район администрацийĕн тата «Пурнăç çулĕпе» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем, Ураскилт ял тăрăхĕнчи Убасевсем тата Йăлкăш ял тăрăхĕнчи Павловсем хÿтĕлерĕç. Ентешсем эстафетăран пĕршер ылтăнпа пăхăр тата 2 кĕмĕл медальпе таврăнчĕç. Патшалăх тата вырăнти власть органĕсен командисен йышĕнче район администрацийĕн команди иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Элĕк вăтам шкулĕн команди пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Йăлкăш команди те çĕнтерÿçĕсен йышне лекрĕ - иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Павловсен çемйи пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарса тăчĕ. Район хаçачĕн ĕçченĕсем вара пĕлтĕрхи пекех чи вăйлă пилĕк команда йышне лекме пултарчĕç, тăваттăмĕш вырăн çĕнсе илчĕç.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, д. Илгышево, ул. Школьная, д. 1
Телефон: (83535) 22-1-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика