Раскильдинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ураскилтсен - çĕнĕ ертÿçĕ

13 сентября 2016 г.

Ĕнер, сентябрĕн 12-мĕшĕнче, Ураскилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ кам пуласси уçăмланчĕ. Вăл - Алина Яковлевна Филиппова.

Чи малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхне лартассипе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртрĕ. Кунта комисси членĕсем конкурса хутшăнма кăмăл тунă кандидатсемпе куçа-куçăн калаçнă хыççăн йышăнăва Ураскилт ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвне тăратрĕç. Вырăнти халăх суйлавçисем те комисси йышăнăвĕпе килĕшнине пĕлтерчĕç, ял тăрăхĕн тилхепине тытса пыма Алина Филипповăна шанса пачĕç.

Алина Яковлевна Филиппова Ураскилт салинче пурăнать, çемьеллĕ. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ, кайран пĕлĕве Мари Республикинче патшалăх университетĕнче ÿстернĕ. Паянхи кунччен Элĕкри ватăсен çурчĕн заведующийĕнче тимленĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429241, Аликовский район, с. Раскильдино, ул. Ленина, д. 70
Телефон: 8(83535) 22-8-06
Факс: 8(83535) 22-8-06
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика