Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăн, пĕр çемьери пек

13 сентября 2016 г.

Пирĕн республикăра тĕпленнĕ тĕрлĕ халăх пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнать. Съезд пуçланас умĕн вун-вун халăх культурипе, йăли-йĕркипе, ал ĕçĕпе, апат-çимĕçĕпе паллаштаракан куравсемпре кăсăклантăмăр. Аслă Пухура тутар, азербайджан, нимĕç, Çурçĕр Кавказри тата ытти халăхăн наци культурин пĕрлĕхĕсемпе обществин представителĕсем тухса калаçрĕç. Чăваш енре тĕрлĕ халăхсен хутшăнăвĕсем енĕпе пĕр-пĕрне хисеплени, ăнланни хуçаланнине палăртрĕç.

Кашни наци çынни хăйĕн тумĕсемпе килнĕ. Мăн Пухура хăйсене килти пек, пĕр çемьери пек туйни куçкĕрет. Эпĕ Удмурт Республикинче çуралнă, направленипе район больницине ĕçлеме килнĕ. 42 çул чăвашсемпе туслăн пурăнатпăр, Вера Сергеевна Семенова терапевт та удмурт хĕрĕ, кунтах çемье телейне тупнă. Тăвай районĕ пирĕншĕн тăван кĕтес пулса тăчĕ. Пирĕн делегацире молдаван, вырăс, чăваш тата ытти халăх çыннисем пулчĕç. Тăрмăшри Елена Матросова чăваш çи-пуçĕпе илĕртỹллĕ курăнчĕ.

Чăваш Енри халăхсен Ассамблейине йĕркелени çынсене тата та пĕрлештерĕ, пĕтĕçтерĕ. Кунта пурăнакансен культурине, йăли-йĕркине малашне тата вăйлăрах аталантарма май парĕ. Кашни халăх мĕн чухлĕ вăйлă, республика, çĕршыв çавăн чухлĕ хăватлă.

Л.ЧУМЫШЕВА, районти тĕп больница врачĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика