Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун туртăмĕпе суйланă

09 сентября 2016 г.

Сывлăх сыхлавĕнче пурте ĕçлеме пултараймаççĕ. Кунта чун туртăмĕ, ыр кăмăллăхпа чирлисене шанăç пама, пулăшма ăнтăлни малти вырăнта тăмалла.

Мария Григорьевна Сергеевана районта нумайăшĕ паллать. Тухтăр стажĕ 38 çул ытла унăн. Тивĕçлĕ канăва тухсан та 64 çула çитиччен вăй хунă участокри терапевтра.

Вăл - Ураскасси хĕрĕ. Ялти йышлă, хресчен çемйинче çуралнă. 7 ывăл та пĕр хĕр ỹснĕ вĕсем. Ашшĕпе амăшĕ ачисене çынна ĕç илем кỹнине ăша хывтарса ỹстернĕ. Пĕртен пĕр хĕрĕ врач пулас ĕмĕтлине пĕлсен питĕ савăннă. Элпуçĕнчи вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Пермьри патшалăх медицина институтне вĕренме кĕнĕ. Студент вăхăтĕнче сатур чăваш хĕрĕ çерем çĕрсем уçма хутшăннă.

Ĕç биографийĕн малтанхи страници Вологдăри туберкулез санаторийĕнче çырăннă. Анчах тăван ен хăй патнех туртнă. Сосновкăри туберкулез санаторийĕнче çулталăка яхăн тăрăшнă хыççăн 1967 çулта Тăвай районне килнĕ. 16 çул хушши Нăрваш салинче чирлисене сыватас, çынсен сывлăхне упрас, çирĕплетес ĕçе кăмăлтан туса пынă. Тĕп врач та, терапевт та пулнă. Ырă чунлă та сăпайлă хĕрарăма хисепленĕ. 1984 çултан районти тĕп больницăра тăснă врач ĕçне. Ăна медальсемпе, Хисеп грамотисемпе чысланă. Пилĕк хутчен ял Совечĕн депутачĕ пулма шаннă. 24 çул хĕрарăмсен канашне ертсе пынă. Сăнĕ Хисеп хăми çинче пулнă.

-Пĕрре те ỹкĕнместĕп кун-çулăма медицинăпа çыхăнтарнăшăн,_ тет ĕç ветеранĕ хавхалануллăн. Светланăпа Лидия хĕрĕсем унăн ĕçне малалла тăснипе питĕ кăмăллă. Мăшăрĕпе Георгий Сергеевичпа 40 çул ытла пурăнаççĕ. Вĕсен Элпуçĕнчи хăтлă кил-çуртне иртнĕ кунсенче çывăх çыннисем пухăнчĕç. Сăлтавĕ те пурччĕ тĕл пулса калаçма. Ĕç çыннин çулталăкне халалланă республикăри медицина ĕçченĕсен династийĕсен чыславне хутшăннă çамрăк ăру представителĕсем. Вĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă, пĕрле сăн ỹкерттернĕ.

Козловсемпе Сергеевсен ĕç династийĕн пĕрлехи ĕç стажĕ 445 çулпа танлашни çинчен хамăр хаçатра çырнăччĕ. Калаçнă майăн династи пуçаруçине Людмила Алексеевна Козлована аса илчĕç. Вăл 1918 çулта çуралнă. Казахстанри Павлодар хулинче акушер-гинекологра, Алма-Атари çар госпиталĕнче рентгенологра, участокри терапевтра, туберкулез чирĕнчен сиплекен "Осетинка" санаторире тĕп врачра ĕçленĕ. Тĕрлĕ наградăсемпе хакланă пархатарлă ĕçне. Унăн шăллĕпе йăмăкĕ тĕрлĕ специальноçпа врача вĕренсе тухнă. Лидия Алексеевна Козлова, акă, сывлăх хуралĕн ĕçне 35 çул панă. Курск облаçĕнче пурăнать, 93 çулта. Вĕсен аслă пиччĕшĕн ывăлĕ Владимир Викторович Козлов Санкт-Петербургри Павлов ячĕллĕ медицина институтĕнче аслă наука сотрудникĕнче тăрăшнă. Сывлăх сыхлавĕнчи ĕçлев тăсăмĕ 40 çулпа танлашать. 200 ытла ăслăлăх статйин авторĕ вăл. Çыхăнăва татмаççĕ тăвайсем аякри тăванĕсемпе. Кашнин пурнăçĕпе интересленсех тăраççĕ. Тăтăшах шăнкăравласа илеççĕ пĕр-пĕрин патне.

Акă, тепĕр пурнăç шăпи. Дмитрий Григорьевичăн ачалăхĕ Ураскассинче иртнĕ. Унăн та кун-çулĕ сывату ĕçĕпе çыхăннă. Канашри медицина училищинче вĕренсе фельдшер специальноçне илнĕ. Каярахпа кăна аслă пĕлỹ илме май килнĕ. Миçе çынна вилĕмрен çăлса ура çине тăратман-ши хаяр вăрçă çулĕсенче? Секретлă чаçе ĕçлеме илнĕ пысăк квалификациллĕ фельдшера. Кăкăр тулли награда ĕçпе вăрçă ветеранĕн. Вĕсен шутĕнче "Отечествăлла вăрçă орденĕ", Жуков тата ытти медальсем. Дмитрий - Мария Григорьевнан аслă пиччĕшĕ. Хисеплĕ донăрăн, сывлăха сыхлас ĕç отличникĕн медицинăри ĕç стажĕ пысăк - 54 çул. Вăл терапевтра нумай ĕçленĕ. Кун-çулĕ Каменск-Уральск хулипе çыхăннă. Спортсменсем хатĕрлекен профилакторире ячĕ-сумĕ пысăк унăн. Сумлă ентеш тăхăр теçетке урлă каçнă.

Пĕр шутламасăр хăйсен кун-çулне сывлăх сыхлавĕн профессийĕпе çыхăнтарман ĕнтĕ М.Г.Сергееван хĕрĕсем, Светланăпа Лидия Анатольевнасем те (сăн ỹкерчĕкре).

-Пирĕн ĕçре чи пахи - сиплев хыççăн ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕн сăн-сăпачĕ савăнăçлă кулăпа çиçни,- теççĕ вĕсем.

Иккĕшĕ те ЧПУра медицина факультетĕнче пĕлỹ илнĕ. Лидия Анатольевна стоматолога вĕреннĕ. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн районти тĕп больницăра ачасен шăлĕсене сиплет. "Стоматологи ĕçĕн отличникĕ" III степень медале тивĕçнĕ, республикăра професси конкурсĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Мăшăрĕ Олег Нилович Мосин та пурнăçне медицинăна халалланăччĕ, 6 çул кăна çынсен сывлăхне сиплес ĕçе пама ĕлкĕрчĕ. Вĕреннĕ чухне паллашнă çамрăксем. Шел те, мăшăрĕн те, тĕп врачра ĕçленĕ ашшĕн Анатолий Алексеевич Козловăн та чире пула пурнăçĕсем ир татăлчĕç.

Ача-пăчапа ĕçлеме юратнăран педиатри енĕпе кайнă Светлана Анатольевна. Малтан район больницинче ача-пăча уйрăмĕнче ĕçленĕ, халĕ кỹршĕллĕ Вăрмар районĕнче педиатрта тăрăшать. 30 çул сиплев ĕçне кỹлĕнни. Лена хĕрĕ амăшĕн çулне суйланă. Шупашкарти медицина колледжĕнче юлашки курсра вĕренет.

М.Сергееван Тăвайра пурăнакан пиччĕшĕн Емельян Григорьевичăн хĕрĕ Светлана сывлăх хуралĕнче чĕрĕк ĕмĕре яхăн ĕнтĕ. Медсестрара ĕçлесе ăсталăх пухнă хыççăн, тĕрлĕ курссенче пулса хăй массаж кабинечĕ уçнă.

Медицина ĕçне парăннă Сергеевсен несĕлĕнчи тымар чăннипех çирĕп иккен. Канашри узловăй больницăра 48 çул вăй хуракан Валентина Никифоровна Ефимован тĕслĕхĕ те çакна уççăнах çирĕплетет. Ача-пăча уйрăмĕн заведующийĕ 72 çулта та юратнă ĕçĕнчех-ха. Династи пуçĕн иккĕмĕш сыпăкĕнчен вăл.

Пурнăçне медицинăпа çыхăнтарнисем хушшинче Галинăпа Валентина Дмитриевнасене те асăнса хăвармалла. Галина Исаева васкавлă пулăшу уйрăмĕнче 36 çул тăрăшать. Йăмăкĕ Валентина Смирнова медучилище хыççăн район больницине вырнаçнăччĕ. Халĕ Салехард хулинчи сиплев учрежденийĕнче тăсать медсестра ĕçне.

Куратпăр, Козловсен-Сергеевсен йăх тымарĕ тарăн та çирĕп. Аслисен пилĕпе çамрăксем вĕсен сăваплă ĕçне малалла шанчăклă тăснăран несĕл йывăçĕн турачĕсем паркаланса хутшăнĕç-ха.

Р.ШУМОВА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика