Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача садĕнче те Пĕлÿ кунне паллă турĕç

06 сентября 2016 г.

Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен шкулсемпе, тĕрлĕ вĕренÿ учрежденийĕнче пĕлÿ илекен ачасемпе студентсемшĕн çеç мар, ача садне çÿрекен шăпăрлансемшĕн те çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Уйрăмах çакă çитес çул шкул сукмакне такăрлатма пуçлакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Элĕкри 1-мĕш номерлĕ «Çăлкуç» ача садĕнче Пĕлÿ кунĕнче хатĕрленÿ ушкăнне çÿрекенсем çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа концерт лартрĕç. «Знайки» тата «Почемучки» ушкăнсенче ăс-хакăлне ÿстерекенсем хăйсенчен кĕçĕнрех ачасене шкул пĕлтерĕшне юрă-кĕвĕ, сăвă урлă ăлантарчĕç. Уява юмахри сăнарсене, вăрмати тискер кайăксене те хăнана «чĕннĕ» ултă çултан иртнисем. Шкула çÿреме юратман, кĕнекепе питех кăсăкланман Буратинăна та вĕренмесĕр юлма юраманнине курăмлă ĕнентерчĕç. Вăрман чĕрчунĕсем те хаваспах шкула çÿреме кăмăл пуррине сценка лартса парса çирĕплетрĕç. Шкул çулĕнчи ачасемшĕн те кирек хăш тапхăрта та туслăх пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç. Çавăнпа та кашнинех мĕн пĕчĕкренех туслăха упрама сĕнчĕç, чи шанчăклă туссемпе нимĕнле йывăрлăх та хăрушă маррине юрри-сăввисенче палăртрĕç.

Пĕчĕккисене уява йĕркелеме Елена Ивановăпа Владимир Николаев музыка тĕлĕшĕнчен пулăшса пычĕç. Марина Леонтьева воспитатель вара Буратино сăнарне пĕчĕккисене ĕнентермелле çав тери витĕмлĕ сăнласа пачĕ. Кăçал «Çăлкуç» ача сачĕн хатĕрленÿ ушкăнĕсене 50 ытла шăпăрлан çÿрет.

Альбина ЗАЙЦЕВА, «Знайки» ушкăн воспитателĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика