Раскильдинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çула юсаса тикĕсленĕ

06 сентября 2016 г.

«Элĕк - Кивĕ Атай - Сăр - Ураскилт - Мăн Тукташ» автоçул шăтăк-путăклă пулни чылай автотранспорт водителĕн чĕринче пăшăрхану çурататчĕ. Çуран çÿрекенсем умне те пĕрре мар чăрмав кăларса тăратнă. Ку ыйтăва район администрацийĕ те тахçанах хăй çине илнĕ, юсав ĕçĕсене ирттерме проектпа смета документацине хатĕрленĕ. Нумаях пулмасть Ураскилт еннелле каякан 1500 метр çула тикĕслес ыйтăва татса панă. Иртнĕ кунсенче кÿршĕллĕ Красноармейски районĕнчи «Воддорстрой» тулли мар яваплă общество çÿлерех асăннă автоçула асфальтпа бетон хутăшĕ сарса тикĕсленĕ. Çак ĕçе 3 миллион та 261 пин те 972 тенкĕлĕх пурнăçланă. Вăл шутран 1 миллион та 167 пин те 787 тенки республика бюджетĕнчен килнĕ пулсан, ыттине вырăнти бюджетран уйăрнă.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429241, Аликовский район, с. Раскильдино, ул. Ленина, д. 70
Телефон: 8(83535) 22-8-06
Факс: 8(83535) 22-8-06
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика