Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв асра юлчĕ

02 сентября 2016 г.

Тăвăш Юнтапара ял уявĕ иртрĕ. Малтанах аслă ăрурисем ĕлĕк тырра мĕнле акнине тата ăна вырса илнине туллин кăтартса пачĕç. Уява Тăвăш ял клубĕн заведующийĕ Владислав Герасимов уçрĕ. Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина саламларĕ. Вăл В. Герасимова общество ĕçне хастар хутшăннăшăн район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав çырăвĕ-пе чысларĕ. Юнтапа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Ананьев, район депутачĕ Альберт Кондратьев ял çыннисене çирĕп сывлăх, тулли телей сунчĕç. Районти ЗАГС пайĕн начальникĕ Мария Николаева юбилярсене парнесем парса чысларĕ. Хыççăн уяв программине тĕрлĕ çĕртен килнĕ пултарулăх ушкăнĕ- сем малалла тăсрĕç. Шупашкар районĕнчи «Шупуç», « Нарспи» ушкăнсем, Элĕкри «Валинкке», Вырăс Сурăмĕнчи «Варкăш» ансамбльсем хăйсен юрри-ташшипе тыткăнларĕç. Эстрада юрăçи Сергей Кувшинов та хаваслăх парнелерĕ. Куракансем артистсемпе пĕрле юрларĕç, ташларĕç. Тамара Герасимова, Галина Гурьева, Светлана Никонова пурне те вĕри шÿрпепе сăйларĕç. Волейбол лапамĕнче çамрăксемпе аслă çулсенчисем тупăшрĕç. Ытти спорт мероприятийĕсем те хаваслă иртрĕç. Ача-пăча вара батут çинче сиксе савăнчĕ. Ял уявĕ пурин кăмăлне те кайрĕ. Ăна ытти çулсенчи пекех Владислав Герасимов йĕркелесе ирттерчĕ.            

Юрий Корнилов.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика