Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлÿ кунĕ тĕлне - çĕнĕ спортзал

02 сентября 2016 г.

Çĕнĕ вĕренÿ çулне çĕнĕ спортзалпа кĕтсе илчĕç пĕртăван Семеновсен ячĕллĕ Мăн Вылăри вăтам шкулта вĕренекенсем. Ачасемшĕн кăна мар, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕшĕн те пысăк парне пулчĕ ку. «Единая Россия» парти пуçарăвĕпе 2014 çултанпа ĕçлекен программа шкулсенчи юхăнса кайнă спорт залĕсене çĕнĕрен чĕрĕлĕх кĕртет.

Мăн Вылă шкулне Пĕлÿ кунĕ-пе саламлама тата çĕнĕ спорт зала савăнăçлă лару-тăрура уçма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, СССР тата РФ физкультурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виктор Семенов, Элĕкри «Хĕлхем» ача-пăча спорт шкулĕн директорĕ Валерий Сергеев килсе çитрĕç.

Чи малтанах çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи пĕрремĕш линейка иртрĕ. Шкул директорĕ Николай Иванов иртнĕ вĕренÿ çулĕнче вĕренÿре тата обществăлла ĕçре пултарулăх кăтартнă ачасене чысларĕ. Пĕрремĕш классене, вĕсем кăçал вун иккĕн, ырă сунса кĕтсе илни çинчен пĕлтерсе, шкул ачисене парта хушшине ларма йыхравласа 2016-2017 çулхи вĕренÿ çулĕнчи пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Ăна пама Андрей Карповпа Диана Назарова тата Ольга Михайлова вĕренекенсем тивĕçрĕç.

Малалла савăнăçлă мероприяти çĕнĕ спорт залĕнче иртрĕ. Хĕрлĕ хăйăва касма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕпе Николай Маловпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне Валерий Павлова пĕрремĕш класра вĕренекенсем пулăшрĕç. Çутă та хăтлă, тирпейлĕ залра паян тесен паян уроксем ирттерме юрать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов паянхи шкул ачисем çине, тен, ыранхи пулас паллă спортсменсем çине пăхса малашлăх çамрăксен аллинче пулнине пĕлтерчĕ. «Сирĕн камран тĕслĕх илмелли пур. Вĕсем - пĕртăван Семеновсем, хăвăрт утакансен шкулне никĕслекенсем. Шăпах сирĕн шкул та вĕсен ячĕпе хисепленсе тăрать. Спорта юратакансем пурнăçра та ăнăçлă пулаççĕ. Эсир те спортпа туслă пуласса шанатăп. Ăнăçу сире», - терĕ Александр Николаевич.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов пĕртăван Семеновсен ырă тĕслĕхĕ çинче чарăнса тăчĕ. «Сирĕн хушăран çитес вăхăтра паллă спортсменсем тухасса кĕтетпĕр, Семеновсем пуçарнă ĕçе малалла тăсакансем пуласса шанатпăр. Паянхи спортзал та сире çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарĕ. Çакна та каласа хăвармалла, ял шкулĕсенчи спортзалсенче юсав ĕçĕсем ирттермелли программăна малалла та тăсма палăртатпăр, сирĕн районта та ку ĕç чарăнса тăмĕ», - пĕлтерчĕ Николай Владимирович.

Паллă спортсмен йăхĕнчен тухнă, çак шкулта пĕлÿ пухнă Виктор Семенов хăй вĕреннĕ вăхăтсене аса илчĕ: «Эпир вĕреннĕ вăхăтра хăтлă спортзал пулман, шкул коридорĕнче тренировкăсем ирттереттĕмĕр. Анчах çакăн пек йывăрлăхсем пире чăрмав кÿмен. Паян эсир пысăк парнеллĕ пултăр - шкул спортзалне çĕнетсе юсаса пачĕç. Çавăнпа та сирĕн хушăра спорт енне туртăнакансем те йышланасса шанатăп. Спорта юратмасăр пĕлÿ кăна илни çителĕксĕр. Вĕренме те, спортпа туслашма та вăхăт тупăр», - палăртса каларĕ Виктор Семенович.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов та ачасемпе вĕрентекенсене тата ашшĕ-амăшне паянхи кун ячĕпе саламларĕ, спорт пурнăçра пулăшса пырасса шаннине пĕлтерчĕ.

«Хĕлхем» ача-пăчапа спорт шкулĕн директорĕ Валерий Сергеев Мăн Вылă шкулĕ спортăн нумай енĕпе палăрнине аса илтерчĕ. Кунта хăй вăхăтĕнче Владимир Гордеев тренер пуçарăвĕпе бокс секцине йĕркелесе янă. Апла пулсан паянхи çамрăксен малалла ăнтăлма майсем çителĕклĕ.

Савăнăçлă мероприяти ачасен юрри-ташшипе, волейбол турнирĕпе вĕçленчĕ.

Марина ЛЕОНТЬЕВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429242, Аликовский район, с. Большая Выла, ул. Калинина, д. 1
Телефон: 8(83535) 51-2-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика