Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Кино каçĕ" акци ăнăçлă иртрĕ

31 августа 2016 г.

Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра кино кунне паллă тунă. Кăçал, Кино çулталăкĕнче, çĕршыв кинематографине пулăшу паракан Федераци фончĕ укçа-тенкĕ уйăрса панипе Чăваш Республикинчи ултă культура керменĕ (Улатăр, Çĕмĕрле, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпỹ хулисенче тата Вăрнар поселокĕнче) 5 млн. яхăн тенкĕлĕх кино кăтартмалли хатĕр туянать. Пирĕн республикăри çынсем аякка каймасăрах ку чухнехи кинокуравсене хутшăнма пултараççĕ. Çакнашкал масштаблă проектсем Раççей киновĕпе кăсăкланакансен йышне ỹстерме, кинопроката аталантарма пулăшĕç.

Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра "Кино каçĕ" акци иртрĕ. Чăваш Енре пурĕ 130 яхăн площадка ĕçлерĕ çак кун. Культура керменĕсенчи, парксенчи хамăр çĕршывра кăларнă халăх юратакан илемлĕ фильмсене халалланă театрализациленĕ представленисене, презентацисене, конкурссемпе викторинăсене, тĕрлĕрен вăйăсене, концертсене халăх йышлăн хутшăнчĕ. Пирĕн районта та çак акци ăнăçлă иртрĕ. Пуянкасси, Элпуç, Тăвай, Йăнтăрчă, Тăрмăш, Тĕмер ялĕсенчи культура ĕçченĕсем кинокурав пуçланиччен Раççей киноỹнерне халалланă мероприятисем йĕркелерĕç.

Тăвайри культура çурчĕ умĕнче илемлĕ фильмсенчи юрăсен Гала-концерчĕ иртрĕ. Унта Тăвайри халăх хорĕ, "Тăвай ен" халăх ушкăнĕ, Улянкăри культура çурчĕ çумĕнчи хĕрсен "Мерчен" ансамблĕ, Мучарсен "Сударушка" ушкăнĕ, Тăвайри халăх хорĕ çумĕнчи "Звонница" ача-пăча вокал студийĕ, Амалăх, Нỹшкасси, Çĕнçырма, Сăхăтпуç ялĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем, "Чунăм юрлать илемлĕ юрăсем" киноюрăсен фестивалĕнче çĕнтернĕ уйрăм солистсем илемлĕ фильмсенчи юрăсене шăрантарчĕç, Наталия Афанасьевапа Наталия Королева куракансене ташăсемпе савăнтарчĕç. Ача-пăча мультфильмĕсенчи юрăсен караоке-конкурсĕ культура çурчĕ умĕнчи лапамра киномарафон программине малалла тăсрĕ. Ачасем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ призсене тивĕçрĕç çак конкурсра. Тăхтав саманчĕсенче кинофильмсенчи чи паллă каларăшсен конкурсĕ, мультфильмсенчи тĕп персонажсен ячĕсене аса илмелли шỹтлĕ викторина та ирттерчĕç.

20.00 сехетре пĕтĕм çĕршывĕпе пĕр харăс тỹлевсĕр кино кăтартрĕç. Раççей Кино фондĕнче упранакан, интернетри халăх сасăлавĕнче малти вырăна тухнă юратнă 3 фильма - "Смешарики. Ылтăн вут çĕленĕ çинчен легенда" анимаци лентине, "17-мĕш номерлĕ легенда" тата "Батальоны" илемлĕ фильмсене кăсăкланса курчĕç тăвайсем.

А.АЛЕКСЕЕВА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика