Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр, ачасем!

31 августа 2016 г.

Профилактика ĕçĕсем тăтăш иртеççĕ пулин те, Чăваш Енре ачасем çул-йĕрпе транспорт инкекĕсенче суранланасси çав-çавах пысăк. Çапла кăçалхи 7 уйăхра республика территорийĕнче 756 çул-йĕрпе транспорт инкекĕ пулнă, вĕсенче 8 ача вилнĕ тата 134-шĕ аманнă. "Урмарский" полици пайĕн ГИБДД уйрăмĕ пăхса тăракан территорири çул çинче икĕ инкек пулнă, икĕ ача тĕрлĕ йывăрлăхпа суранланнă.

Урамсенче тата çулсем çинче ачасен хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă правилăсене пăхăнас, хăнăхусене çирĕплетес, шкулта вĕренекенсен тата ача садне çỹрекенсен тимлĕхне ỹстерес, транспортпа асăрхануллă пулас тĕллевпе Тăвай районĕн территорийĕнче 2016 çулхи августăн 22 - сентябрĕн 11-мĕшĕсем хушшинчи тапхăрта "Асăрханăр, ачасем!" операципе профилактика мероприятийĕ иртет. Вăл ачасен хăнăхăвĕпе тимлĕхне тата ашшĕ-амăшĕн, водительсен яваплăхне ỹстерме, çивĕчлетме тивĕç.

И.СКВОРЦОВА, инспектор.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика