Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кино пурăнма хавхалантарать

30 августа 2016 г.

Раççейри Кино çулталăкне халалласа августăн 27-мĕшĕнче Элĕкри культура çуртĕнче «Кино каçĕ» акци иртрĕ. Чи малтанах пĕчĕк шăпăрлансем тÿлевсĕрех «Смешарики. Легенда о золотом драконе» фильм курчĕç. Хĕрачасемпе арçын ачасем хăйсене кăмăла каякан мультфильма хапăлласах йышăнчĕç. Хыççăн «Легенда №17» тата «Батальонъ» фильмсем пăхрĕç. Хамăр тăрăхра ÿкернĕ фильмсене пысăк экран çине кăларни хула çыннисем кăна мар, ялта пурăнакансем те пăхма пултарни лайăх пулăм пулнине палăртрĕç кино курма килнисем.

Залра кино курма мĕнпур услови туса панă пулин те халăх сахал пулни пăшăрхантарчĕ. Тен, çакă пахчари ĕçсем вĕçленменнипе е урăх сăлтавпа та çыхăннă. Кино пурăнма хавхалантарать, тавракурăма анлăлатать мар-и?

В.НИКИФОРОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика