Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрнекун Михаил Игнатьев Тăвай енре пулнă

24 августа 2016 г.

Эрнекун Михаил Игнатьев Тăвай енре пулнă

Августăн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Тăвай районĕнче пулнă.

Малтанах Михаил Васильевич Нăрваш сали патĕнче Тăм шывĕ урлă каçса çỹремелли кĕпере реконструкци туса çĕнетесси мĕнле пынипе паллашнă. Ку пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçа кĕртме 92 млн. тенкĕ уйăрнă. "Çак инвестицисем пурте муниципалитета аталантарма, районта пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатма май параççĕ",- тенĕ регион ертỹçи.

Сăмах майăн асăнсан, Тăвай районĕн территорийĕнче пурте усă куракан автоçулсен тăршшĕ 318 километра тăсăлать, кĕперсем 16. Кăçал районти çулсене çĕнетме тата пăхса тăма Чăваш Республикин Çул-йĕр фондĕнчен 111 млн. та 422 пин тенкĕ пама пăхнă.

Республика Пуçлăхĕ кĕпере реконструкци туса çĕнетнĕ çĕрте ĕçлекен "Дорстрой" ООО ĕçченĕсемпе калаçнă, вĕсене тухăçлă ĕçлеме ырă суннă. Тăвай районĕн администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке кĕпере 2017 çулта Республика кунĕ тĕлне хута ярас пирки хушса каланă.

Тăм шывĕ урлă кĕпер хывнă çĕрте ĕçсем начар мар пулса пыраççĕ, хăш-пĕр чухне кунта канмалли кунсенче те ĕç шавĕ тăрать.

Регион ертỹçи çавăн пекех Валерий Грачев хресчен фермер хуçалăхĕнче пăру вити тунине те çитсе курнă.

В.Грачева 2015 çулта выльăх апачĕ пухса кĕртмелли комбайн, вĕтетекен машина туянма тата 100 пуçлăх пăру витине çĕнетме патшалăх пулăшăвĕ панă. Хальхи вăхăтра хуçалăх аталанса пырать, кунта 15 çын вăй хурать. 2015 çулта хуçалăх 1044,7 тонна сĕт е умĕнхи çулхинчен 10,4 процент ытларах сĕт туса илнĕ. 2016 çулхи 7 уйăхра ашлăх выльăх туса илесси пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 27,6 процент ỹснĕ.

Михаил Васильевич предприятире ĕçлекенсемпе калаçнă. Вăл ял хуçалăх ĕçĕн культури паян çĕнĕ шая хăпарса пынине палăртнă. Ку чухнехи оборудованипе усă курни тата производствăна çĕнетсе лайăхлатни çамрăксене ялта ĕçлеме явăçтарма пулăшнине асăннă.

Çапла, сăмахран, Владимир Арсютов строитель хуçалăха çар служби хыççăн тỹрех килнĕ. "Эпĕ пуринпе те кăмăллă - ĕç условийĕсемпе те, ĕç укçипе те,- çаксем вара чи кирли",- хăйĕн шухăшĕпе паллаштарнă вăл регион ертỹçине.

Тăвай районĕнче ял хуçалăхĕнче тăрăшакан пуçаруллă çынсем сахал мар. Акă Тăрмăш ялĕнче пурăнакан Валерий Николаев нумаях пулмасть 30 ĕне туяннă, хуçалăхра çурт-йĕр çавăрма патшалăх субсидийĕ илнĕ тăватă çамрăк доярка вăй хурать. "Шансах тăратăп, çывăх çулсенче вăл выльăхсен йышне татах ỹстерĕ, патшалăх пулăшăвĕ илĕ тата бизнеса ăнăçлă аталантарса пырĕ",- хавхаланнă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Юрий Васильев.

Журналистсемпе калаçнă чухне Михаил Васильевич паян ял хуçалăхĕнче ĕçлеме усăллă, тупăшлă пулнине палăртнă. "Санкцисем пирĕн çĕр ĕçченĕсем экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса илессине ỹстерме, ăна вырнаçтармалли рынока сарса пыма хушма майсем туса параççĕ. Республикăра çĕнĕ фермăсем хута каяççĕ, киввисене модернизацилеççĕ",- палăртнă Республика Пуçлăхĕ. Унтан Михаил Игнатьев çывăх вăхăтра хуçалăхсене патшалăх пулăшăвĕ памалли хаклавсене тỹрлетсе йĕркелесси çинчен каланă, ăна 100 пуçран кая мар мăйракаллă шултра выльăх тытакан хуçалăхсем илме пултараççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Тăвай районне ертсе пыракансемпе Александр Шакинпа тата Владимир Ванеркепе муниципалитет бюджетне тултарас, ял хуçалăхне, строительствăна тата çулсене çĕнетессине вăйлатса пырас ыйтусене сỹтсе явнă.

Владимир Ванерке район бюджетне пурнăçлас ĕçре хамăр туса илекен тупăшăн тỹпи ỹснине палăртнă. Шкулсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлес тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттерни çинчен каланă, çак тĕллевпе 1 млн. та 300 пин тенкĕ уйăрнă.

Администраци пуçлăхĕ районта çавăн пекех граждансене авариллĕ çуртсенчен çĕннисене куçармалли программăна ăнăçлă пурнăçлани çинчен пĕлтернĕ. Картиш территорийĕсене йĕркелессипе, ача-пăча площадкисем тăвассипе ĕçсем пыраççĕ.

Михаил Игнатьев район ертỹçисене бюджет укçи-тенкипе эффективлă усă курнине, шкулсенче физкультурăпа спорт занятийĕсем валли условисем туса панине, сывлăх сыхлав учрежденийĕсен ĕçне кулленхи тимлĕхре тытма ыйтнă.

Унтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ район активĕпе тĕл пулнă. Вăл наградăланинчен пуçланнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тавне тата ятран паракан сехете Тĕмерти ветучасток заведующийĕ Владимир Николаевич Варламов тивĕç пулнă. Канашлăва пухăннисене Михаил Игнатьев хутшăнăва диалог мелĕпе йĕркелеме сĕннĕ, мĕншĕн тесен проблемăллă ыйтусене пĕрле конструктивлă сỹтсе явни вĕсене пурнăçа кĕртмелли эффективлă йышăнусем тума май парать.

Муниципалитет администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн итогĕсем çинчен отчет туса панă.

Çакна палăртнă, 2016 çулхи 6 уйăхра район бюджетне тупăшсем 113 млн. тенкĕ пырса кĕнĕ, бюджет тăкакĕсем вара пĕрремĕш çур çулта 108 млн. тенкĕпе танлашнă. Хамăрăн тупăшсем 2016 çулхи пĕрремĕш çур çулта иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 3 млн. тенкĕ ытларах пухăннă. Муниципалитетра промышленноç производствин таварĕсене тиесе ăсатнин, пурăнмалли çуртсем ĕçе кĕртнин, ял хуçалăх продукцийĕ туса илнин калăпăшĕсем ỹснĕ, уйăхри вăтам ĕç укçин хисепĕ те хушăннă. Ял хуçалăх производствине пĕрремĕш çур çулта пур шайри бюджетран 54 млн. тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ панă.

Çулталăк вĕçлениччен муниципалитетра 9 автомобиль çулĕ тăвассине вĕçлеме палăртаççĕ. Августра Чутей ял тăрăхĕнче 0,8 км тăршшĕ çул тума тытăннă. "Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çула срокра тунине тимлĕхре тытмалла",- тенĕ Владимир Ванерке. Михаил Игнатьев та ЧР Пуçлăхĕн Администрацине, тивĕçлĕ ведомствăсене ку ĕçе уйрăм тимлĕхе илме хушнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ çавăн пекех муниципалитетăн ĕçлĕ климатне вăйлатса пыма пулăшма кирлине, усă курмасăр выртакан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене ĕçе кĕртмеллине кăтартса панă. Çулталăк пуçланнă тĕле 3179 гектар ĕçлесе хатĕрлемен çĕр шутланнă. Кăçал вĕсенчен 727 гектарне пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Ку ĕçе 2018 çулччен вĕçлемелле, тенĕ Михаил Игнатьев. Вăл сĕт туса илессипе ĕçлекен тата асăннă продукци калăпăшне ỹстерсе пыракан хуçалăхсен ертỹçисемпе сотрудникĕсене тав тунă.

ЧР промышленноçпа суту-илỹ тата экономика аталанăвĕн министрĕн заместителĕ Виталий Емельянов муниципалитетра инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе активлă ĕçлени çинчен каланă. Хальхи вăхăтра та 105 млн. тенкĕлĕх 6 инвестици проекчĕ ĕçре. Вĕсене пурнăçа кĕртни 38 çĕнĕ ĕç вырăнĕ туса парать. Районта потребитель рынокĕн хакĕсем те пĕтĕмĕшле илсен ытти çĕртинчен пысăк мар.

ЧР çул хуçалăхĕпе транспорт министрĕ Михаил Резников муниципалитетран халĕ тăвакан 9 автомобиль çулне çулталăк вĕçлениччен туса пĕтерме шантарнă.

РФ Патшалăх Думин вĕренỹ Комитечĕн Председателĕн заместителĕ Алена Аршинова вĕрентỹ тытăмне çĕнетсе лайăхлатассипе çыхăннă федераци программисене пурнăçлассипе епле ĕçлени çинчен чарăнса тăнă. Вăл çакна аса илтернĕ: Чăваш Ен Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе республикăра шкулсем, ача сачĕсем, шкулсенче спортзалсем тăваççĕ, çывăх вăхăтра региона çĕнĕ шкул автобусĕсем килĕç.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина çывăх виçĕ çулхи бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕсем çинчен каласа панă. Хамăр туса илнĕ тупăшсем 2016 çулхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне çын пуçне 1929,1 тенкĕпе танлашнă, ку вăл республикăри районсем хушшинче 16-мĕш вырăн. "Район бюджечĕ шайлашуллă пулмала",-пĕтĕмлетнĕ вăл.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Акконд" АО генеральнăй директорĕ Валерий Иванов муниципалитетăн ял хуçалăх аталанăвĕн ырă туртăмĕсене палăртнă. "Мана районта вак тата вăтам бизнес аталанса пыни савăнтарать. Пирĕн ялсенче хăйсен ĕçне пуçласа яракан çамрăксене пулăшни, вĕсене тухăçлă ĕçлеме хавхалантарни кирлĕ",- тенĕ вăл.

Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн членĕ Юрий Зорин хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен вĕренỹ, медицина, спорт ăнăçлă аталанакан регион пулнине, унта лайăх пурăнма пур услови те туса хунине асăннă.

Михаил Игнатьев район активĕпе муниципалитетри демографи лару-тăрăвне те сỹтсе явнă. Тăвайри тĕп больницăн тĕп врачĕ Наталья Мефодьева районта аборт тăвасси çулсерен чакса пыни, çавна май ачасем ытларах çуралассине ỹстерме майсем пуррине шантарнă. "Эпир халăх хушшинче профилактика ĕçне вĕçĕм туса пыратпăр. Çамрăксем хушшинчи воспитани ĕçне уйрăм тимлĕх хуратпăр",- пĕлтернĕ вăл.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика