Раскильдинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пачăшкăра - çур ĕмĕр ытла

23 августа 2016 г.

Протоиерей Зиновий 1930 çулхи августăн 16-мĕшĕнче Кĕçĕн Тукташ ялĕнчи Турра ĕненекен çемьере çуралнă.

Вăл 1944 çулхи йывăр вăрçă çулĕсенче ялти шкултан вĕренсе тухнă, хыççăн колхозра вăй хунă. Пулас пачăшкă 1947 çулта пархатарлă ĕçĕпе хăйĕн пĕрремĕш наградине - «Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале тивĕçнĕ. Зиновий вун пилĕк çултанах прихут чиркÿне çÿреме пуçлать, юрлать, кĕлĕ те вулать. 1948 çулта прихут священникĕ пил панипе çамрăк Саратоври чиркÿ семинарине вĕренме кĕнĕ. Унтан ăнăçлă вĕренсе тухнăскер Мускаври Духовнăй академире пĕлĕвне татах та ÿстерет.

1955 çулхи июньте академи ертÿçисем сĕннипе çамрăк студента тияккăна, çав çулхи декабрьте иерее лартнă. Вăл кĕçех Сергиев Посадри Ильински чиркĕвĕн священникĕ те. Ентешĕмĕр пĕлĕвне малалла ÿстерсе пырса богослови кандидачĕн ятне илет. Вăл чылай чиркÿсен ĕçне йĕркелесе пырать. Турă çуртĕнче çур ĕмĕр ытла ĕçленĕскер хисепе те тивĕçнĕ. Ăна пĕр хутчен кăна мар наградăсемпе чысланă. Анчах та сывлăхĕ хавшани ăна хытах чăрмантарнă.

Турра чун-чĕререн парăннă пачăшкă 2008 çулхи апрелĕн 21-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă. Ăна Кĕçĕн Тукташ ялĕнче пурăнакансем вара манмаççĕ, ырăпа аса илеççĕ.

Е.САВЕЛЬЕВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429241, Аликовский район, с. Раскильдино, ул. Ленина, д. 70
Телефон: 8(83535) 22-8-06
Факс: 8(83535) 22-8-06
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика