Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкула çамрăк педагогсем килеççĕ

23 августа 2016 г.

Тăван ял, тăван шкул чылайăшĕшĕн çулсем иртсен те хаклă. Çак çыхăну çирĕп пулнăранах ĕнтĕ хăшĕ-пĕри вăхăт иртнĕçемĕн хăй çуралса ÿснĕ кĕтесех таврăнать. Çакна тепĕр пулăм та çирĕплетет. Кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен Питĕшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула çамрăк вĕрентекен ĕçлеме килет. Анаткас Çулавăç ялĕнче çуралса ÿснĕ Анастасия Александровна Николаева аслă классенче пирĕн шкултах пĕлÿ илчĕ. Ун хыççăн И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне кĕçĕн классен учителĕ пулма вĕренме кайрĕ. Кăçал вăл аслă пĕлÿ илнине çирĕплетекен диплома алла илнĕ.

Сăмах май, иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Питĕшкассинчи вăтам шкулта тепĕр çамрăк педагог та килчĕ. Олеся Витальевна Петрова та аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн пирĕн патра ĕçлеме кăмăл турĕ. Кăçал вăл пĕрремĕшсене хăйĕн хÿттине илет.

Ю. СЕРГЕЕВ, шкул директорĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика