Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр шухăш-кăмăлпа

19 августа 2016 г.

Пĕр шухăш-кăмăлпа

Тăвайри "Мега-сити" суту-илỹ çурчĕ - районта пысăккисенчен пĕри. Чуна килентерекен чăваш юррине итлесе пынă май магазин алăкĕсем еннеллех çул хывăнчĕ. Пин çурă тĕрлĕ тавар прилавоксем çинче. Кирлине заявкăсем тăрăх кỹрсе парассине те йĕркеленĕ. Лия Прокопьева, Оксана Николаева, Марта Прокопьева, Оксана Хумышева сутуçăсем çынсене тарават кĕтсе илеççĕ.

Магазин хăйĕн илемĕпе илĕртет. Çурт умĕнчи тротуарăн икĕ хĕррипе тĕрлĕрен чечексем ешереççĕ. Пĕчĕк çеç фонтан та ăсталанă. Ачасем батут çинче ярăнаççĕ. Лапсăрккаланнă йывăçсене каснă хыççăн йăрă ỹсеççĕ. Çĕнĕ Çул уявĕ умĕн вĕсене те, çурт умне те çутă мелĕпе илемлетнĕччĕ. Район администрацийĕ йĕркеленĕ "Çутă пултăр!" конкурсра коллектив пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Йывăçсем айĕнчи, аслă çул хĕррипе курăксене вăхăтра çулса тăнăран çум курăк ашкăрмасть.

-Хуçи те, кунти ĕçченсем те тирпейлĕхе юратни куçкĕрет вĕт, - тет ачи валли велосипед туянакан хĕрарăм. Кĕске хушăра (магазин 2013 çул вĕçĕнче уçăлнă) территори сăн-сăпачĕ нумай çĕнелсе улшăннине асăрхаман çын çук-тăр.

-Тирпей-илемшĕн, хăтлăхшăн хамăрăн тăрăшмалла. Пире никам та килсе тасатса памасть. Чечексене вăрăран та акрăмăр, калча туса та лартрăмăр. Пушăрах чухне пĕрле çум курăкран тасататпăр, кăпкалататпăр, шăваратпăр, - калаçăва хутшăнчĕ Л.Прокопьева. Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнче поварта ĕçленĕскер, хĕрĕпе кĕрỹшĕ хăйсен ĕçне пуçăнса суту-илỹ центрĕ уçсан вăл та пĕрле ĕçе кỹлĕннĕ. Лия Алексеевна ăшшăн калаçать çынсемпе. Ытти сутуçăсен тăрăшулăхне те палăртмасăр иртмерĕ.

Магазин хуçи Наталия Владимировна кун-çулне Патăрьел хастарĕпе Андрей Владимирович Кузнецовпа çыхăнтарнă. Çемьеленсе 3 ачаллă пулнă. Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пурăнаççĕ, ĕçлеççĕ.

Андрей Кузнецова магазин умĕнче тĕл пултăмăр. Халиччен калаçма тỹр килменччĕ. Сăпай арçын. Кăçал июнĕн 24-мĕшĕнче, Республика кунĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ хавхалантарнисен йышĕнче пулнă. Хресчен фермер хуçалăхĕн ертỹçи хăй тăратнă бизнес-проектпа 1 миллион тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Икĕ çул каялла Пуянкассинче сурăх ĕрчетме пуçланă вăл. Çак хушăра 10 пуçран "Романовски" ăратлисен йышне 100 яхăн çитернĕ. Хуçалăхăн çĕр лаптăкĕ 15 гектар йышăнать. Севок акса ỹстернĕ кăçал. "Тухăçĕ пысăк, хуçи кăмăллă çын", - терĕ севок кăларма хутшăннă хĕрарăм. Купăсти те ăнса пулнă. Ытти лаптăкĕнче выльăх апачлĕх курăк ỹсет. Патшалăх пулăшăвĕн укçипе "Газель" автомашина туяннине пĕлтерчĕ.

Эпир Андрей Владимировичпа калаçнă хушăра Людмила Сергеева техслужащи урам енчен чỹречесене тасатма пуçăннăччĕ. 3-мĕш ушкăн инваличĕ 2014 çулта сусăрсене ĕçпе тивĕçтермелли ятарлă программăпа килĕшỹллĕн ĕçе вырнаçнă. Хăйне пулăшакансене ырăпа тав тăвать.

Пултаруллă ĕçченсемпе сывпуллашрăм. Вĕсем пĕр шухăш-кăмăлпа, туслăн тăрăшнине чĕрепе туйса илтĕм. Пурте районти "Ял ĕçченĕпе" туслă, вăхăт çитсен пĕр кăмăллăн çырăнтарăва малалла тăсаççĕ. Кулленхи ĕçре, пурнăçра ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунатпăр вĕсене.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика