Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Часовня уçăлнă

05 июля 2016 г.

Часовня уçăлнă

Чăвашсем мĕн авалтан çапла каланă: "Пĕччен суран - типсех пырать, халăх сурать - кỹлĕ пулать". Чăннипех те çапла пулса тухнă Енĕш Нăрваш ялĕнче. Ялтан тухакан аслă çул хĕрринче, Мускав урамĕ вĕçленнĕ вырăнта, Сергий Радонежский çветтуй ячĕллĕ часовня уçăлнă. Ăна халăхăн ырă йăли-йĕркипе турĕç тесе калас килет. Часовньăна сăваплама Енĕш Нăрваш чиркĕвĕн настоятелĕ Георгий Петров атте тата Канаш хулинчи чиркỹрен Александр Ермолаев протоиерей килнĕ.

Часовньăн тăватă енче пысăк турăшсем: кăнтăр енче - Сергий Радонежскин (вĕренỹре пулăшса пыракан); хĕвеланăç енче - Александр Невскин (çар çыннисене, çар службинче тăракансене хỹтĕлекенĕ); çурçĕр енче - хăватсем тăвакан Николай аттемĕрĕн (çул-йĕр çинче ăнăçу сунаканĕ); хĕвелтухăç енче - Муромри Петрпа Февронин турăшĕ (çемье сывлăхĕпе тĕрекне упраканĕ). Çỹлерех, купол айĕнче, чиркỹпе турра ĕненекенсен аслă уявĕсен 12 турăшĕ. Чи çỹлте куçа илĕртекен ылтăн тĕслĕ хĕреспе купол тата барабан. Часовньăна хитре кирпĕчрен купаланă.

Сергий Радонежский ячĕллĕ часовня уçас шухăш 2014 çултах çуралнă. Ăна тума чылай укçа-тенкĕ кирлĕ. Халăх тăрăшнипе çак ĕç вырăнтан тапраннă. Ял тăрăхĕн администрацийĕ тата Енĕш Нăрваш чиркĕвĕн настоятелĕ Георгий Петров пĕр-пĕрне ăланса ĕçлесе пынă. Часовня тума "УОР" ЗАО (И.Н.Лукин) 50000, "Чувашхлебопродукт" ОАО (А.И.Дмитриев) 10000, "Коммунальник" ООО (Ю.А.Ефимов) 10000 тенкĕ хывнă. Д.И.Федоров пысăк суммăлăх стройматериалсемпе тивĕçтернĕ. Уйрăм çынсем те активлă пулнă. Часовня тума уçнă пухмачне 250 пин тенкĕне яхăн пуçтарăннă.

Çак пархатарлă та ырă ĕçре ялти çамрăксем ырă тĕслĕхпе палăрнă. Часовня стенисене хăпартма вĕсем "ниме" ирттернĕ, ку ĕçре уйрăмах Е.Лукин, С.Шутов, И.Васильев, Д.Леньков, Ег.Егоров, Вл.Герасимов, П.Терентьев, Антон Васильев, П.Васильев, Артем Григорьев, С.Николаев, Алексей Афанасьев (Тăрмăш), А.В.Герасимов, Дм.Николаев тата ыттисем те ăсталăх кăтартнă.

Часовня уçма халăх йышлă пуçтарăннă. Ял администрацийĕн пуçлăхĕ Р.А.Егоров пархатарлă ĕçшĕн тав сăмахĕ каланă, пурнăçра телейпе ăнăçу суннă. Георгий Петров протоиерей ял халăхне ырласа: "Турăпа пĕрле пулăр", - тенĕ.

Çапла, асăннă кун Енĕш Нăрваш ял историйĕнче тепĕр тарăн йĕр хăварнă самант пулчĕ. Часовня тума ялĕпе нумай çын хутшăннă, пурне те вĕсене тав.

Ĕçсем татах та пур-ха. Часовня йĕри-тавра курган хăпартса, аслă çул çине тухма хитре эрешлĕ ансăр кĕпер тăвасшăн.

В.ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика