Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăну хăми уçнă

15 июля 2016 г.

Асăну хăми уçнă

932 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче туса хунă Чăваш Республикин пушар хуралĕн управленине. Çак ятпа 2016 çулхи июлĕн 11-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче ЧАССР пушар хуралĕн управленийĕн пĕрремĕш начальникĕ пулнă Дмитрий Сидорович Сидоров çуралнă çурт çине асăну хăми çапнă ятпа савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Дмитрий Сидорович 1897 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнине кĕрекен Çĕрпỹ уесчĕн Тăвай вулăсĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралнă. Чăваш АССР пушар хуралĕн управленийĕн начальникĕн должноçне ăна çав çулхинех лартнă.

Савăнăçлă мероприятие Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Роман Егоров уçнă. Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, ялти краеведени музейĕн заведующийĕ Владимир Петров, пушар хуралĕн ветеранĕ Василий Нягин, Дмитрий Сидоровăн пĕртăван хĕрĕ Зинаида Семенова сăмах илнĕ. Вĕсем Чăваш АССР пушар хуралĕн управленийĕн пĕрремĕш начальникĕ çинчен каласа кăтартнă.

Асăну хăмине уçнă çĕре Аслă Отечествăлла вăрçă тата пушар хуралĕн ветеранĕ Григорий Иванов, пушар хуралĕн ытти ветеранĕсем, пушар чаçĕсен представителĕсем тата Енĕш Нăрваш ялĕнче пурăнакансем хутшăннă.

Асăну хăмине уçнă хыççăн пушар хуралĕн ĕçченĕсем ялти историпе мемориал халăх музейне кĕрсе курнă, унти залсенче упранакан экспонатсемпе, уйрăмах пушар хуралĕн тематикипе çыхăннă материалсемпе кăсăкланса паллашнă. Музейре Енĕш Нăрваш ялĕнче 1939 çулта алхаснă пушар çинчен те документсем упранаççĕ. Кунтах Д.С.Сидоров сăн ỹкерчĕкĕпе унăн биографи даннăйĕсем те пур.

В.ПЕТРОВ, музей заведующийĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика