Яншихово-Норвашское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансем ăмăртрĕç

19 июля 2016 г.

Ветерансем ăмăртрĕç

Чăваш Республикинчи Германири çар ушкăнĕнче службăра тăнисен Ассоциацийĕн районсен уйрăмĕсенчи командисем çак кунсенче Елчĕк районĕнче пуçтарăнчĕç. Воин-ветерансем спорткомплексра кĕске дистанцие чупассипе, кире пуканĕ çĕклессипе, ỹт-пĕве çĕклессипе №отжимани№, кĕске сăнăран перессипе, волейболла выляссипе ăмăртрĕç. Пурĕ 8 команда пулчĕ: Шупашкар, Çĕрпỹ, Вăрнар, Йĕпреç, Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк тата Тăвай районĕсенчен.

Çивĕч кĕрешỹре пирĕн район команди (Федор Григорьев, Олег Егоров, Петр Степанов, Владимир Петров (Енĕш Нăрваш), Александр Гаврилов (Элпуç), асăннă ăмăртусене пĕрремĕш хут хутшăнчĕ пулин те, 4-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.

Уйрăм тупăшусене илес пулсан, акă, О.Егоров дротикран перессипе 60 çулран çамрăкраххисем хушшинче пĕрремĕш пулчĕ. Ф.Григорьев 60 çулран аслăраххисем хушшинче кире пуканĕ йăтассипе тата ỹт-пĕве алă çинче çĕклессипе 4-мĕш вырăна тухрĕ. Вăл асăннă ăмăртусенче ăнăçлăрах та ăмăртма пултаратчĕ, анчах та кĕске дистанцире чупнă чухне суранланни кансĕрлерĕ. П.Степанов та гиревиксем хушшинче малтисен йышне кĕчĕ, волейболла выляса "Чи лайăх тапăнакан" ята тивĕçрĕ. О.Егорова грамотăпа, ятарлă медальпе чысларĕç. Çитес çул ăмăртусене Çĕрпỹре ирттерме йышăннă.

Юлашкинчен çакна та палăртса хăвармалла, Елчĕк районĕнче Германире çар тивĕçне пурнăçланă воинсене чысласа пысăк калăплă та сумлă стела туса лартнă. Тĕрлĕ районтан килнĕ Германире çар тивĕçне пурнăçланисем шăплăх минучĕ ирттерчĕç, асăнмалăх сăн ỹкерттерчĕç. Кунтах çар службине Тинĕс-çар флотĕнче ирттернĕ моряксемпе пограничниксене халалласа стела вырнаçтарнă. Инçех те мар Аслă Отечествăлла вăрçă (1941_1945 ç.ç.) участникĕсене чысласа лартнă палăк-монумент. Асăннă комплекс çарпа патриотла воспитани парас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕç ăмăртусене хутшăннисем.

В.ПЕТРОВ, Ассоциацин Тăвайĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: ăмăртăва хутшăннисен пĕр ушкăнĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика