Яншихово-Норвашское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç инкек-синкексĕр пултăр

22 июля 2016 г.

Пурнăç инкек-синкексĕр пултăр

Пĕрлехи информаци кунне иртнĕ юнкун пирĕн республикăра, çав шутра Тăвай енре те йĕркелерĕç. Унта культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Иван Архипов, "Чăвашçăкăрпродукт" УАО генеральнăй директорĕн çумĕ - "Шупашкарти элеватор" директорĕ Александр Дмитриев, "Чăваш наци музейĕ" бюджетлă организацин директорĕ Ирина Меньшикова пулчĕç.

ЧР Пуçлăхĕн 2016 çулхи июнĕн 6-мĕшĕнчи 72-мĕш номерлĕ "ЧР 2017 çулхи тата 2018-2019 çулсенчи планлă тапхăрти бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕсем çинчен" Указ, 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă услугăсен тарифĕсем улшăнни тата ЧР муниципаллă йĕркеленĕвĕсенче граждансем коммуналлă услугăсемшĕн тỹлемелли виçесем, çынсене пушарти тата шыв объекчĕсенчи хăрушсăрлăхсемпе тивĕçтермелли мерăсем çинчен, выльăх апачĕ хатĕрлессипе епле ĕçлени, çырав пирки сỹтсе явнă çынсемпе.

Район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче Тăвай енри обществăлла пурнăçри активистсемпе тĕл пулчĕ информушкăн. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ял хуçалăх çыравĕ мĕнле иртни пирки каласа кăтартрĕ. Районти 7 ял хуçалăх, 5 микро предприятисенче, 53 хресчен фермер, 6 уйрăм хушма хуçалăхсенче, 60 сад участокĕнче, 7393 килти хушма хуçалăхсенче çырав хĕрỹ пырать.

-Шăрăх кунсем пуçланчĕç. Чăваш Енре вут-кăвара хирĕç кĕрешес ĕçе мĕнле йĕркеленĕ-ши? - ыйтрĕ пĕр хĕрарăм.

Кăçал утă уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне республикăра 498 вут-кăвар тухнă, иртнĕ çул çав тапхăрта - 557. Пушарсенче 62 çын вилнĕ, 53-шĕ аманнă, 175 çынна çăлнă. Чылай миллион тенкĕлĕх сиен кỹнĕ пурăнакансене вут-кăвар.

Çулăмпа тĕрĕс усă курманнипе, электрооборудованисемпе тата кăмакасемпе ĕçленĕ чухне правилăсене пăснипе ытларах тухнă объектсенче "хĕрлĕ автан".

Элĕк районĕнчи Вырăс Сурăм ялĕнче кăçал çу уйăхĕн тăххăрмĕшĕнче вут-çулăм инкекĕ пулнă пĕр çуртра, 7 çын (икĕ арçын, хĕрарăм, 4 ача) пурнăçĕ татăлнă. Кăмакана нумай вăхăт хутманнипе вăл юрăхсăра тухса çуркаланса пĕтнĕ пулнă. Аслисем тимлĕрех пулнă пулсан, ку инкекрен пăрăнса иртме те пултарнă.

Пирĕн районта ултă уйăхра пĕлтĕр 7 хутчен вут-кăвар алхаснă, кăçал вара çак тапхăрта ултă хутчен инкек пулнă. Паллах ку лăпланса ларманнине пĕлтермест.

Çуллахи ăшă кунсенче ку енĕпе тимлĕхе татах ỹстермелле. Вырма вăхăтĕнче ак, çĕр ĕçченĕсен тухăçа вут-кăвар ан сиенлетĕр тесе тăрăшмалла. Уя илсе тухакан комбайнсене лайăх юсаманнинчен те, техникăпа йĕркене пăхăнса ĕçлеменнинчен те тухать пушар. Глушительсенчен сирпĕнекен вут-хĕм те инкек патне çитерет. Тырă пухса илнĕ чухне пирус тĕпне лайăх сỹнтермесĕр пăрахма юрамасть.

Улăм ури çывăхĕнче кăвайт ан чĕртĕр, питĕ асăрхануллă пулмалла тырă пухса илекенсен.

- Чăваш Енре шыв объекчĕсенче лару-тăру мĕнле-ши паянхи куна?

Шыва кĕмелли сезонра 2016 çулта Чăваш Енре 14 пляж тата 17 ятарлă вырăн хатĕрленĕ. Ку енĕпе Муркаш район администрацийĕпе Шупашкар хули начар мар ĕçленĕ.

Утă уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне республикăри шыв объекчĕсенче 30 инкек (2015 çулта - 23) пулнă, 31 çын пурнăçĕ татăлнă, 3 çынна çăлса хăварнă. Ытларах эрехçĕсем, асăрхавсăр ачасем шыв тарăнăшне пĕлмесĕр кĕрсе кайса татаççĕ хăйсен пурнăçне.

Иртнĕ çул пирĕн районти Элпуç ялĕнчи пĕвере икĕ хĕрача путса вилнĕччĕ. Кăçал пире çавнашкал инкексенчен турă сыхлатăр. Ачасен çуллахи каникулĕ савăнăçлă ирттĕр тесе аслисен питĕ тăрăшмалла.

Культура, национальноçсен ĕçĕсен, архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Иван Архипов, "Чăвашçăкăрпродукт" УАОн генеральнăй директорĕн çумĕ - "Шупашкарти элеватор" директорĕ Александр Дмитриев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, "Красная Чувашия" ЯХПК управляющийĕ Дмитрий Семенов Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулнă, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравланă.

Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕсене сỹтсе явма надзор ĕçĕсен пайĕн тĕп инспекторĕ Андрей Симуков, район прокурорĕн заместителĕ Андрей Афанасьев, "Ял ĕçченĕ" хаçатăн тĕп редакторĕ Людмила Якку хутшăннă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - организаципе контроль ĕçĕн, информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Валерий Чайкин Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕн ĕçченĕсемпе Тушкилти ял тăрăхĕнче калаçу йĕркеленĕ. Пĕрлехи информаци кунĕн темисене сỹтсе явнă унта. Выльăхсем валли хĕрсех апат хатĕрлеççĕ коллективра. Витен пăруламалли уйрăмне юсаççĕ, шăратса çыпăçтарас ĕçсем пыраççĕ унта, çĕнĕ тырă йышăнмалли пỹлмесене дезинфекцилеççĕ, комбайнсене уй-хире кăларма хатĕрлеççĕ.

Районти социаллă аталанупа культура, архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Наталья Чайкина, "Чăваш наци музейĕ" бюджетлă организаци директорĕ Ирина Меньшикова районти библиотекарьсемпе, культура ĕçченĕсемпе ăшшăн калаçнă.

Кăнтăрлахи апат хыççăн Шупашкартан килнисем çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

А.НИКИТИНА.

Сăн ỹкерчĕкре: районти Пĕрлехи информаци кунĕнче.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика