Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастар ветфельдшер

09 августа 2016 г.

Хастар ветфельдшер

Ку статьяра сăмах Енĕш Нăрваш ялĕнчи ветеринари участокĕн заведующийĕ Елена Николаевна Романова (Гаврилова) ветфельдшер пирки пулĕ. Выльăх-чĕрлĕхĕн те çыннăнни пекех тĕрлĕ чир-чĕр нумай. Чирлесе ỹксен вара выльăх тухтăрĕсĕр ниепле те май килмест.

Е.Н.Романова Ураскасси ялĕнче 1964 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ Николай Иванович Гаврилов чылай вăхăт Тăвайĕнчи пушар чаçĕнче караул пуçлăхĕнче ĕçленĕ, амăшĕ Валентина Ивановна районти тĕп больницăра медсестрара тăрăшнă.

Лена тăрăшуллă ỹснĕ, Элпуçĕнчи вăтам шкула лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ, ун хыççăн шăпа çамрăка Вăрнарти совхоз-техникума илсе çитернĕ. Ăна ăнăçлă пĕтерсе Енĕш Нăрвашри ветеринари участокĕнче вăй хума пуçланă. Унтанпа вара 30 çул ытла иртсе кайнă. Елена Николаевна çав вăхăтра мĕн чухлĕ выльăх-чĕрлĕхе сыватман-ши? Ял халăхĕ ăна яланах ырăпа çеç асăнать. "Вăл выльăх чирне çийĕнчех тĕрĕс палăртма тата пулăшма пултарать", - теççĕ ăсталăхне хакласа. Ара, выльăхăн чĕлхи пулсассăн та хăйĕн мĕн ыратнине каласа параймасть. Ĕне е ытти выльăх аптăрасан ир-ирех те, çĕр варринче те ял халăхĕ Лена патне пулăшу ыйтма васкать. Вăл вара килти ĕçсене пăрахса çийĕнчех вĕçтерсе çитет. Юлашки вăхăтра ĕнесен уйрăмах паррез чирĕ (пăруланă хыççăн) час-часах пулать.

Е.Н.Романова ял халăхĕшĕн çех кăна мар тата "Красная Чувашия" ЯХПК ĕнисемпе пăрушкисене пăхса тăма та вăй-хал çитерет, ара фермăра ĕçлеме ветфельдшер тупăнман вĕт-ха.

Сăпайлă та хитре хĕрарăм хăйне мăнна хумасть, ĕçне чун-чĕререн юратса пурнăçласа пырать. Парнесемшĕн ĕçлемест, çавах та асăнса хăварни вырăнлă пулĕ. Кăçалхи ĕçпе юрă уявĕнче Елена Николаевнана Тăвай район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысланă.

Маттур хĕрарăм хăйĕн мăшăрĕпе Виталийпе 2 ывăл пăхса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ял халăхĕ Ленăна кулленхи ĕçре, пурнăçра ăнăçу сунать.

В.ПЕТРОВ.

Сăн ỹкерчĕкре: Елена Романова.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика