Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тырă пулсан выçă юлмăн

05 августа 2016 г.

Алманчăри Н. Федоров фермерăн кĕрхи культурăсен тухăçĕ пĕр гектартан вăтамран 65,5 центнер тухнине пĕлсен хуçалăха çитес, унпа тĕплĕнрех паллашас шухăш тỹрех çуралчĕ. Николай Николаевича та таçта шыраса çỹреме тивмерĕ, вăл шăпах хиртен килекен тырра виçекен вырăнтаччĕ.

_ Хăш-пĕр лаптăкра 70 центнера яхăн та пулчĕ, _ терĕ Николай Николаевич кăмăллăн мĕн сăлтавпа килнине пĕлнĕ хыççăн.

_ Кăтарту çакăн пек пысăк пулнинче мĕнле те пулин вăрттăнлăх пур пуль сирĕн? _ кăсăклансах ыйтрăм фермертан.

_ Агротехника правилисене пăхăнса çеç ĕçленĕ эпир. Кĕрхисене пĕлтĕр августăн 30-мĕшĕнче акма тухрăмăр. Ăна валли çăвĕпе ятарласа хура пусă ани хатĕрлерĕмĕр. Тухăç мĕнле пуласси вăрлăх пахалăхĕнчен нумай килет, çакна та шута илетпĕр. Пĕлтĕр "Малалла" эртелтен туллăн "мироновская-808" тата "бирюза" сорчĕсене туяннăччĕ, иккĕшĕ те элита. Иртнĕ çулсенче эпир пушă выртнă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе тата тăпран пулăхлăхне лайăхлатассипе ытларах тăрăшнă, халь тухăçа ỹстерессипе вăй хуратпăр. Çитес çул 350 гектар валли çурхисен вăрлăхне илме палăртатпăр, _ тет Н. Федоров. Николай Николаевич каласа панине итлесе ларнă май вăл çĕр ĕçне нумай пулмасть çеç кỹлĕнни, малтан ял хуçалăх отраслĕнче вăй хуманни пирки ĕненесех те килмест.

Республикипе кĕрленĕ Ленин ячĕллĕ агрофирма панкрута тухма пуçласан ял халăхĕ Николай Федоровран хуçалăха ура çине тăратма пулăшу ыйтнă. Алманчă ял çыннисене хирĕçлеме ниепле те хăват çитереймен инженер-механик. 2013 çулхи апрельте вăл çак йывăр "лава" кỹлĕннĕ. Кăшт вăхăт иртсенех хăй тăван çĕр ытамне лекнине туйса илнĕ. Çурма çулта чарăнма хăнăхманни тата тăванĕсем, вĕрентекенĕсем умĕнче яваплăха туйни ăна йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшнă. Паян фермерăн, Кзыл Чишманнипе шутласан, 1206 гектар çĕр. Унта çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем 730 гектар, кĕрхи _ 50, хĕвелçаврăнăш _ 350, хура тул _ 45, çĕр улми _ 65, çевок 10 гектар никĕсе хывнă. Çак пысăк лаптăкра ĕçлеме техники те çителĕклĕ кирлĕ. Н. Федоров фермерăн ку тĕлĕшпе йывăрлăхсем çук. Хуçалăх тупăшăвĕпех алă-ура çавăрса МТЗ-92 маркăллă трактор _ 3, МТЗ-1221 _ 2, гусеницăллă хурçă "ут" 3 единица тата кăкарса çỹремелли ытти хатĕрсене _ культиваторсем, плугсем, сеялкăсем _ туяннă. Пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртме "AGROS" комбайн пур. Унпа пĕр тăван Александрпа Владимир Карлиновсем вăй хураççĕ. Хуçалăх вырмана кĕске вăхăтра вĕçлес тесе уйрăм çынсемпе те килĕшỹ тунă, халь хирте куллен 5 "карап" ĕçлет. Йĕтеме илсе килнĕ тырра Т. Карсакова, Т. Петрова, А. Кузнецова, А. Хадарова, А. Дружинина ОВП-25 машинăпа алласа тасатаççĕ, унтан "Петкуспа" калибровка тăваççĕ. Техникăна Ю. Петров машинист пăхса тăрать. Сăмах май, кĕлетсене тасатнă, дезинфекциленĕ. Йĕтеме тата виçе патне пыракан çулсене тикĕсленĕ.

_ Çурхисен тухăçĕ пĕчĕкрех _ 25 центнер. Юлашки вăхăтра çанталăк шăрăх тăнипе тыр-пул тĕшшисем тулса ĕлкĕричченех хытма пуçларĕç, çавна май 5-6 центнер та çухатрăмăр, _ тет Н. Федоров. _ Çĕре чуна парса ĕçлесен пĕрех тупăш курма пулать. "Çĕр пуйтармасть те, выçă та вĕлермест", _ тесе ахальтен каламан ĕнтĕ.

Николай Николаевич усă куракан çĕрсем _ уйрăм çынсене тивĕçекен пайсем. Вăл вĕсене çулленех çакăншăн икĕ центнер тырă панă. Кăçал тухăç аван тухнине шута илсе ытларах та уйăрасшăн.

Шалупа кашни уйăхрах татăлса пынăран хуçалăхра кадрсем çуккипе те нушаланмаççĕ. Николай Николаевича Л. Маркова пулăшса пырать. "Лидия Николаевна манăн сылтăм алă. Эпĕ мĕн пĕлменнине вăл ăнлантарать. Алманчă хирĕсене те питĕ лайăх пĕлет", _ пĕлтерет Н. Федоров. Фермерăн уйĕсене пăхсан чăннипех те чун савăнать. Тăрăшса, çĕр сывланине туйса ĕçлесен çитĕнỹсем пулаççех.

О. Павлова . .

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика