Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ хутчен «ылтăн» çĕнсе илнĕ

29 июля 2016 г.

Иртнĕ эрнере, июлĕн 22-24-мĕшĕсенче, Шупашкарти «Олимпийский» стадионта çăмăл атлетикăпа ветерансем хушшинче Раççей чемпионачĕ иртнĕ. Кунта хăвăрт утассипе пирĕн ентеш Виктор Семенов икĕ ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.

Раççей шайĕнчи ăмăртăва çĕршывăн 58 регионĕнчи 550 спортсмен хутшăнни паллă. Виçĕ кун хушшинче медальсен 400 комплекчĕшĕн хĕрÿ кĕрешÿ пынă. Старта тухнисем хушшинче чи çамрăкки 35 çулта пулнă пулсан, аслă ăрурисем 85-рен те иртнĕ. Хальхинче Чăваш Ен чысне 120 ветеран хÿтĕленĕ. Вĕсем пĕтĕмпе 100 медаль çĕнсе илсе пур команда хушшинче 2-мĕш вырăн йышăннă. 30 очко ытларах пухса Мускавсем малти вырăна тухма пултарнă. Чăваш Енĕн спорт ветеранĕсен çитĕнĕвĕнче пирĕн ентешĕн - Виктор Семеновăн тÿпи те пысăк. Вăл 65-69 çулхисем хушшинче хăвăрт утассипе 5000 тата 10000 метр дистанцисене çăмăллăнах парăнтарнă, иккĕшĕнче те «ылтăн» çĕнсе илнĕ.

Виктор Семенов алă усса ларма хăнăхман. Вăл Элĕкри «Хĕлхем» ача-пăча спорт шкулĕнче çамрăк спортсменсене хăвăрт утассипе ăсталăха туптама пулăшать. Пултаруллă вĕренекенĕсем те хăйсен тренерĕн шайне çитме тăрăшни куç кĕрет. Акă нумаях пулмасть Пенза хулинче çăмăл атлетсем Раççей Первенствине хутшăнчĕç. Кунта Анастасия Дубинина, Денис Иванов тата Евгений Федоров 3000 тата 5000 метр дистанцисенче вăй виçрĕç. Вĕсем виççĕшĕ те хăвăрт утассипе çĕршыври чи вăйлă ултă çамрăк çăмăл атлет йышне кĕчĕç. Хăйĕнчен те çирĕп ыйтма хăнăхнă тренер вĕренекенсене те çаплах пулма хăнăхтарать. Тăрăшни усса кайнине тăтăшах çĕнсе илнĕ çитĕнÿсем те çирĕплетеççĕ. Ăнăçу юнашар пултăр вĕсен малашне те.

М. МИХАЙЛОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика