Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеше асăнса Асăну хăми уçрĕç

22 июля 2016 г.

Пĕлтĕр Мăн Ямашра чиркÿ прихут (халĕ вăтам) шкулĕ уçăлнăранпа 130 çул çитнине паллă тунăччĕ. Çав шкулăн малтанхи заведующийĕсенчен пĕри тата унти çичĕ çул вĕренмелли шкулăн пĕрремĕш директорĕ пулнă Василий Тимофеевич Тимофеев çуралнăранпа та кăçалхи çул вĕçĕнче 130 çул çитет.

Вăл ялти шкул тантăшĕ. Унăн мăшăрĕ Анна Тимофеева та пуçламăш класс ачисене 1920-1952-мĕш çулсенче вăтăр çултан кая мар вĕрентнĕ. Туслă çемьере вĕсем виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ, тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Икĕ ывăлĕ офицер званийĕпе полковник таран çĕкленнĕ, тепĕр ывăлĕпе хĕрĕ медицина тухтăрĕсем пулса тăнă, Донецкра пурăннă Альбина хĕрĕ вара радиосвязистка ĕçĕнче тимленĕ. Шел, ачисем те, Шупашкарта пурăнакан 82-ри Василий Тимофеевич терапевтсăр пуçне, тĕрлĕ çулсенче пурнăçран уйрăлнă.

Ялта ашшĕпе амăшĕ 1929 çулта лартса хăварнă икĕ пÿлĕмлĕ йывăç çурт паянхи кунсем таранах упранса юлнă. Юнашарах 1973 çулта ачисем лартнă тепĕр пÿрт. Хальхи вăхăтра унта килсех çÿремеççĕ. Çак кунсенче вара ЧР пушар хурал управленийĕн администрацийĕ пуçарнипе Шупашкартан тата Элĕк район администрацийĕпе Шĕмшеш ял администрацийĕн представителĕсем Тимофеевсем çуралса ÿснĕ кил вырăнне пуçтарăнчĕç. Сăлтавĕ пур: хăй вăхăтĕнче Николай Васильевич Тимофеев полковник Шалти ĕçсен Мускаври аслă шкулĕ хыççăн Донецкра тата Чăваш АССР пушар хурал управленинче - начальник, республикăри шалти ĕçсен министерствинче министр заместителĕ пулса тăрăшнă. Çав ятпа кунта пуçтарăннă та аякри хăнасем тата ял çыннисем, çывăх тăванĕсем.

Мухтавлă та хисеплĕ Тимофеевсен кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ялти писатель-краевед Геннадий Савельев, райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ Зиновий Федоров, Шалти ĕçсен министерствинче ĕçленĕ Василий Нягин полковникпа Геннадий Михайлов подполковник тата Элĕкри пушар чаçĕн пуçлăхĕ Геннадий Архипов майор тухса калаçрĕç. Юлашкинчен ентеш ячĕпе вăл çуралнă çурт çине Асăну хăми çирĕплетрĕç.

Геннадий САВЕЛЬЕВ,

хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, журналист.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика