Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçа усман, йывăрлăха парăнтарнă

22 июля 2016 г.

Çулавăç ялĕнче пурăнакан Виталий Егорович Егоров вăрçă çулĕсене куççульпе аса илет. Хаяр тăшман пирĕн çĕршыв çине тапăнса кĕнĕ чухне вăл 5 çулта çеç пулнă пулин те, ялти вăйпитти çынсем Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнине, килĕсенче çывăх çыннисем куççульпе макăрса юлнине халĕ те куç умне кăларать.

Ку ÿсĕмри çынсен шăпи пурин те пĕр евĕрлĕ темелле. Çамрăклăхĕ хаяр вăрçă çулĕсенче иртнĕ, çавна май пĕтĕм йывăр ĕç хĕрарăмсемпе ачасем çине тиеннĕ, нумайăшĕ тăлăх ÿснĕ. Кайранхи пурнăç та çăмăл пулман, алă вĕççĕн тенĕ пек çĕршыва ура çине тăратнă.

«Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче çуралнă çынсем хăйсен пурнăçĕн- че сахал мар хура-шур курнă. Вăрçă, выçлăх, чухăнлăх тата ытти те. Анчах та çакă пире вăйсăрлатман. Пачах урăхла, тĕреклетнĕ, пиçĕхтернĕ, çирĕплетнĕ, пурнăçра тивĕçлĕ вырăн тупса халăхшăн, патшалăхшăн ырă ĕçсем тума хис-тенĕ», - иртнĕ çулсене аса илсе каласа парать хисеплĕ ватă.

Виталий Егоровичăн шкулта çичĕ класс кăна вĕренме май килнĕ. Выçăллă-тутăллă пурăннăран малалла ăс пухайман вăл. Килте çимелли пулманран юнашар ялсене çеç мар, вун-вун çухрăм çуран утса килĕрен ыйткаласа çÿ-ренĕ. Нумайăшĕн килĕнче хăйĕн те апачĕ пулманран-и е хĕрхенÿ туйăмĕ çукран тен, калама хĕн, арçын ача чылай чухне килне нимсĕрех таврăннă. Ырă кăмăллисем те пулман мар. «Пĕр хĕрарăм мана пÿрте кĕртсе чăкăт  лартса панине астăватăп. Вăл типĕ пулнăран чыхăнма пуçларăм. Кил хуçи хĕрарăмĕ турăх пачĕ те эп вăтанса çинине сиссе пÿртрен тухрĕ. Çула тухнă чухне пĕр витре çĕр улми тата çăкăр парса ячĕ. Çакăн хыççăн вара эпĕ урăх ыйткаласа çÿремен», - хурланса аса илчĕ 80-ри Виталий Егоров.

Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе те чыслăн пурнăçланă вăл. Каспи флотĕнче 1955-1959 çулсенче службăра тăнă, кок пулнă. Çак тапхăрта çамрăк виçĕ хутчен киле отпуска килнĕ.  Салтак пурнăçĕ Виталий Егорова йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма вĕрентнĕ. Служба хыççăн 1961 çулта çамрăк Казахстана кайнă, унта çерем çĕрсене уçнă çĕре хутшăннă. Икĕ çул пурăнсан тăван тăрăха таврăннă.

Пулас мăшăрне аякра шыраман каччă. Пĕр урамра пурăнакан Зинăна лашапа лартса килнĕренпе кăçал 54 çул çитнĕ. Зинаида Алексеевна ĕмĕр тăршшĕпех малтан шкулта, унтан «Ленинград» хуçалăхра поварта ĕçленĕ. Сăмах май, Егоровсен килĕнче столовăй пулнă. Хуçалăхра ĕçлекенсене валли кунта апат пĕçернĕ. Кунсеренех картлампа уя апат йăтнă.

Хисеплĕ мăшăр икĕ ача çуратса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитани парса ура çине тăратнă. Халĕ кашнийĕн хăйĕн çемйи, апла пулин те Егоровсен килĕнче канмалли кунсенче туп-тулли халăх. Пĕр сĕтел хушшине пухăнса шăкăл-шăкăл калаçса ларнине мĕн çиттĕр? Тăван такамран та хаклă. Пĕрне-пĕри сĕнÿ-канаш парассине, çамрăксене ырă йăласене çирĕп тытса пырассине мала хурать те ĕнтĕ туслă çемье. Кил хуçи арçынĕпе мăшăрĕ çине пăхатăп та тĕлĕнетĕп - вĕсенче вăй-хал тапса тăрать. Нихăш çемьере те чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть паллах. Виталий Егоровичпа Зинаида Алексеевна ун пек самантсене шÿтпе ирттерсе яраççĕ. Çемье телейĕ мĕнре пулнине ыйтсан, Егоровсем пурнăçра пĕр-пĕрне ăнланма пĕлни тата сивĕ сăмах каламанни малти   вырăнтине палăртрĕç.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика