Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллисене хавхалантарчĕç

08 июля 2016 г.

Июлĕн 10-мĕшĕнче Раççей почтин ĕçченĕсем професси уявне паллă тăваççĕ. Кĕçнерникун Элĕкри тĕп библиотекăра çыхăну уйрăмĕнче тăрăшса ĕçлекенсене чысларĕç. Чи малтанах Çĕмĕрле почтамчĕн ертÿçи Фридрих Альштут сăмах каларĕ. Вăл пухăннисене Раççей почтин кунĕпе саламларĕ. Хăйсен ĕçĕнче тăрăшулăхпа палăрнисене ятранах асăнчĕĕ Урпашри çыхăну уйрăмĕнчи Галина Михайловăна, Шĕмшешри Римма Тимофеевăна Тав хучĕ парса хавхалантарчĕ. Тав çырăвне вара Венера Александрова (Чăваш Сурăм), Алина Иванова (Тени), ОльгаТомашова (Юнтапа) Валентина Романова (Мăн Вылă), Инга Порфирьева (Тавăт) илме тивĕç пулчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Лидия Никитина район администрацийĕн Хисеп хучĕпе Урпашри çыхăну уйрăмĕнчи Эмма Александровăна, Чăваш Сурăмĕнчи Венера Александровăна, Элĕкри çыхăну уйрăмĕн операторне Светлана Павловăна чысларĕ.

Професси уявне çыхăну ĕçченĕсем тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Вĕсем ĕçе чунтан парăннине тата юратнине Хисеп тата Тав хучĕсем çирĕплетсе пачĕç.

(Хамăр инф.).

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика