Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕр акине те хатĕрленеççĕ

15 июля 2016 г.

Районти хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлессипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Июлĕн 14-мĕшĕ тĕлне илсен, нумай çул ÿсекен курăксене 3360 гектар (99,2 процент) çулнă. Ку ĕçе «Новый путь» хуçалăхра уйрăмах пысăк лаптăк çинче пурнăçланă. 780 гектар çинчи курăксене вăхăтра, лайăх пахалăхпа пухса кĕртнĕ.

Утă пĕтĕмпе 2200 тонна (105,8 процент) хатĕрленĕ. Ку енĕпе «Новый путь», «Алмаз», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсем, А.Харитонов, А.Петров, С.Егоров ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсем те ăнăçлă ĕçлеççĕ.

Сенаж 5000 тонна (101,8 процент) янтăланă. Çак ĕçе «Авангард», «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсенче лайăх йĕркеленĕ.

Силос хывасси те сарăлсах пырать. Ку таранччен 2350 тонна (40,7 процент) хатĕрленĕ.

Кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлесси те çĕр ĕçченĕн тĕп тĕллевĕ.

Суха ĕçĕсем «Алмаз», «Новый путь», «Колос» хуçалăхсенче, Г.Исаев, Э.Лебедев, Э.Григорьев ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсенче кал-кал пыраççĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429242, Аликовский район, с. Большая Выла, ул. Калинина, д. 1
Телефон: 8(83535) 51-2-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика