Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Н.Краснова асăнчĕç

16 июля 2016 г.

Елчĕкри, Кĕçĕн Таяпари, Аслă Пăла Тимешри культработниксемпе Елчĕкри ветерансен «Туслăх» хорĕ Каркаларта çуралса ÿснĕ, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторăн Николай Красновăн асăну кунне хутшăнчĕç.

Николай Ивановича районта  пĕлмен çын çуках пулĕ. Вăл 15 юрă авторĕ. Чи паллă юррисене - «Мĕскер парнелем-ши?», «Тăван енĕм, Елчĕк Ен», «Телейсĕр юрату», «Калăр-ха, тăвансем», «Пахчари çĕмĕрт», «Чавса çывăх - çыртма çук» тата ыттисене  хамăр тăрăхри юрăçсем çеç мар, чăваш эстрада çăлтăрĕсем те шăрантараççĕ.

30 çул ытла культурăра вăй хунă Н.Краснов ăста вăйăçă пулнипе палăрнă. Шел, пурнăçĕ кĕске пулчĕ унăн: виçĕ çул каялла вăхăтсăр çĕре кĕчĕ.

Ĕçтешĕсем кăна мар, район çыннисем те асрах тытаççĕ пултаруллă çынна. Тус-юлташĕсемпе тăванĕсем масар çине кайса унăн вилтăприйĕ çине чечексем хучĕç. Унтан ял çыннисемпе йĕркеленĕ тĕлпулура Николай Краснов çырнă юрăсем инçетелле янăрарĕç те янăрарĕç.

С.СТЕПАНОВА.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика