Мусирминский ТО Урмарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçпе юрă тата спорт халăха пĕрлештерет

13 июля 2016 г.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе çулсеренех июлĕн 9-мĕшĕнче мăнçырмасем пĕрле пуçтарăнса Тихвински Турă Амăшĕн Турăшĕн  уявне паллă тăваççĕ. Çак кун ял уявĕнче те савăнаççĕ.
Çак уяврах çынсем хăйсен пултарулăхне, ăсталăхне кăтартаççĕ. Акă Алексей Трофимовăн хисеплĕ ятне асра тытса кăçал велоспорт-маунтинбайк енĕпе Пĕтĕм Раççейри 19-мĕш ăмăртăвĕсен уçă чемпионачĕ иртрĕ. Унта Мускавпа Санкт-Петербург хулисемпе облаçĕсенчен, Казахстанран, Краснодар крайĕнчен, Омскпа Чулхула, Самара облаçĕсенчен, Тутар тата Удмурт Республикисенчен, Чăваш Енрен Патăрьел, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар тата Вăрмар спортсменĕсем - пурĕ - 180 участник хутшăнчĕç. Асăннă ăмăртăва чаплă лару-тăрура уçнă çĕрте райадминистрацин пуçлăхĕ А.Тихонов, ЧР физкультурăпа спорт министрĕн заместителĕ Б.Атаманов, «Дент-а-мед» стоматологи клиникин тĕп тухтăрĕ Ю.Зорин, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов, Мăнçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Романов, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ тата ăмăртусен директорĕ В.Семенов, ЧР велосипед спорчĕн Федерацин Президенчĕ В.Мулендеев, ачасемпе çамрăксен А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ, асăннă ăмăртусен тĕп судйи С.Архипов, Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ В.Николаев, Мускаври строительнăй компанин генеральнăй директорĕ В.Иванов пулчĕç. ЧР физкультурăпа спорт министрĕн заместителĕ Б.Атаманов Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ пĕрмаях тĕрлĕ мероприятисене ирттернĕ чухне спонсор пулăшăвне кÿрекен Мускав хулинчи «Паркет çурчĕ» холдинг президентне Ю.Афанасьева, Мускав хулинчи строительнăй компанин генеральнăй директорне, спонсор пулăшăвне кÿрекен В.Иванова, Шупашкар хулинчи «Системпром» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорăн заместительне, спонсорла пулăшу кÿрекен В.Афанасьева, ЧР тава тивĕçлĕ тренерне тата ăмăртусен директорне В.Семенова нумай çул ĕçре пулăшса пынăшăн ЧР физкультурăпа спорт министерствин Тав хучĕсемпе; «Дент-а-мед» стоматологи клиникин тĕп тухтăрĕ Ю.Зорин çÿлте асăннă В.Иванова тата Ю.Афанасьева Чăваш Республикин халăх академийĕн наукăпа искусство, наци спорчĕ аталанăвĕн орденĕпе чысларĕç. Райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов «АККОНД» акционерлă обществăн генеральнăй директорĕн, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн В.Ивановăн саламлă сăмахĕсене илсе çитерчĕ. Унтан кашниех вĕсенчен кунта пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ, спортсменсене пысăк çитĕнÿ тума сунчĕ. Шăп 11 сехетре Мăнçырма ялĕ патĕнче Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртекен маунтинбайк енĕпе хĕрÿ ăмăртусем пуçланчĕç. Пурĕ 6 тĕрлĕ ÿсĕмри хĕрсемпе каччăсен ушкăнĕ ăмăртрĕ. Çумăр çуни те чăрмантармарĕ спортсменсене, çав-çавах мĕнпур йывăрлăхсене парăнтарса финиша çитме васкарĕç. Акă, вĕсем пирĕн пултаруллă спортсменсем. Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ, ачасемпе çамрăксен А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕнче пĕрремĕш çитĕнĕвĕсемпе палăрнă, халĕ маунтинбайк енĕпе РФ спорт мастерĕ Д.Александров чи аслă çулхи арçынсем хушшинчи категорире 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Палăртас пулать, паянхи кун вăл Санкт-Петербург командин чысне хÿтĕлерĕ. Мăнçырма ял каччиех Д.Белов, спорт мастерăн кандидачĕ çивĕч тупăшура 4-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Çак категоринчех Т.Иванов ?Удмурти Республики/ 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ, Рио-де-Жанейрăра иртекен 31-мĕш çуллахи Олимп вăййисене хутшăнмашкăн Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕме тивĕçрĕ. 2004-2005 çулсенчи арçын ачасем хушшинче ачасемпе çамрăксен А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн воспитанникĕ А.Николаев 1-мĕш тухрĕ. «Çÿлĕрех, вăйлăрах, хăвăртрах» девизсене вĕсем асра тытаççĕ, пире хăйсен спортри çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ.Кунпа пĕрлех ялти стадионта илемлĕ юрă-кĕвĕ сасси пĕр вĕçĕмсĕр илтĕнчĕ, уйрăм çын предпринимательсем тутлă шашлăксем пĕçерчĕç, уява килнĕ халăхĕ те вĕсене кăмăлласа туянчĕ. Мăнçырма ял гимнĕ шăранать, официаллă пайĕ пуçланнине пĕлтерет. Йăлана кĕнĕ йĕркепе шанса панă тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан çак ял тăрăхĕн пултаруллă ĕçченĕсене - Н.Михайловăна, Т.Егоровăна, И.Ивановăна тата Л.Синичкинăна район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав хучĕсемпе; О.Даниловăна, Г.Павловăна, Д.Левина, Ю.Кудрявцева, А.Дмитриева, К.Игнатьева, А.Кудрявцева тата А.Вотякова Мăнçырма ял тăрăхĕн администрацийĕн Тав хучĕсемпе чысларĕç.Çак ялта пуçаруллă çынсем нумай, тăван кĕтесрен инçе пулсассăн та çыхăнăва татмаççĕ. Акă вĕсем уява ирттерме пулăшу кÿнĕ В.Пидюков /халĕ Çĕнĕ Уренгойра ĕçлесе пурăнать/, А.Кузнецов /Ямбург хули/, Э.Иванов, Н.Дмитриев, Ю.Иванов, Ирина Петровнăпа Владимир Михайлович Петровсем, В.Емельянов уйрăм çын предпринимательсем; ачасемпе çамрăксен А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕнчи бокс уйрăмĕн тренер-преподавателĕ Г.Николаев /вăл тăрăшнипех чăваш телевиденийĕ кунти ăмăртăва çутатрĕ/, уйрăм çынсем: Ю.Архипов, Д.Левин, А.Дмитриев, А.Кудрявцев, Ю.Кудрявцев, К.Игнатьев. Хаваслă уява вырăнти юрăçсем, каçкÿлĕм чăваш эстрада артисчĕсем малалла тăсрĕç. Уяв салючĕ хăйĕн илемĕпе пурне те тыткăнларĕ. Ташă каçĕнче уяври халăх кăмăлпа савăнчĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика