Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куç тулли илем _ ял çывăхĕнче

15 июля 2016 г.

 

Кзыл Чишмари шкул-сад çумĕнче çуллахи каникул вăхăтĕнче тăваттăмĕш çул "Сэлэт" кану лагерĕ ĕçлет. Палаткăсен "хулинче" _ 60 ача.

Вăрман çывăхĕнчи илемлĕ тавралăхра канса сывлăха çирĕплетмешкĕн чыс та çĕнсе илмелле иккен. Лагере чи матуррисене, тивĕçлисене çеç йышăнаççĕ.Вĕсен пурнăçне çутатакан портфолиона тĕплĕн тишкереççĕ. Чăн-чăн хастаррисене Тутарстан Республикин çамрăксен тата туризм министерстви палăртать. Мал ĕмĕтлĕ ачасене кунта малалла аталанма пулăшаççĕ. Специалистсем араб, француз, китай чĕлхисемпе мастер-классем ирттереççĕ. Канма вара 10 çултан аслăраххисене йышăнаççĕ. Телейлисен йышĕнче Раççейĕн тĕрлĕ хулипе ялĕнчен пур. Вăл шутра пирĕн районтан та. Кзыл Чишмаранах çак чыса 13 ача тивĕç пулнă.

"Сэлэт" лагерь 25 çул каялла ĕçлеме пуçăннă. 2013 çултанпа вăл _ Кзыл Чишмара. Суйласа илнĕ вырăн тикĕс те илĕртỹллĕ. Ăсталăх енчен аталанма мĕн пур майсем пур.

_ Лагерьте канас тесен çулталăк тăршшĕпех çанă тавăрса ĕçлемелле. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра олимпиадăсене, наукăпа практика конференцийĕсене, конкурссене хутшăнмалла. Хутшăнни çеç çителĕксĕр, вĕсенче малти вырăнсене тивĕçмелле. Тухса çỹрекен "шкулсем" хамăрăн та пур. Вĕсем кирлĕ заданисем параççех. Интеллектуаллă турнирсенчен пăрăнмалла мар тата ытти те,_ кăмăллăн каласа парать смена директорĕ А. Мирхафизхан. Сăмах май çакна та палăртмă кăмăллă: Айсылу _ "Сэлэт" юхăмĕн ветеранĕ, опера театрĕн балерини. Вăлах ачасем çумĕнче ăста вожатăйсем пулнине палăртрĕ. Галия Сейфутдинова акă Хусан университечĕ хыççăн Турцинче магистратурăра ăс пухать. Çуллахи канăва усăллă ирттересшĕн. Фанур Шайхутдинов вожатăй пирки те нумай калама пулать.

_ Çак кунсенче эпир Тутарстанри Алексеевский районĕнчи "Билярск" фестивале тухса каятпăр. Пирĕн те унта ăсталăха кăтартмалли пурах,_ сăмах хушать Галия Сейфутдинова. _ Çĕнĕ туссем тупаççĕ те канакансем. Унти вĕрентỹ форумĕ пысăк: 5 пин ытла çын!. Раççей шайĕнчи мероприятие тĕрлĕ шайри ертỹçĕсем те хутшăнаççĕ.

Лагерьте тĕрлĕрен мероприяти ирттереççĕ. "Мĕн? Ăçта? Хăçан?", КВН, пĕр-пĕр темăна сỹтсе явни, презентацисем хатĕрлесси, сцена çинчи ăсталăха ỹстересси тата ытти те. Спорт мероприятийĕсем уйрăмах пурне те илĕртеççĕ. Волейболла, футболла выляссинчен нихăшĕ те аякра тăмасть. 4 отрядра канаççĕ ачасем. Вăйăсенче кам мала тухассишĕн тупăшаççĕ вĕсем.

_ "Сэлэт" лагерьте канма тивĕç пулнишĕн савăнатăп çеç. Хусан хулинче пурăнатăп эпĕ. Хăçан килсе кураттăмччĕ-ха Патăрьел тăрăхне. Кунта кăмăллă халăх пурăнать. Килте компьютер умĕнче ларассинчен "хăтăлтăм". Мĕн чухлĕ çĕнĕ юлташ тупрăм. Пĕрле вĕренекенĕмсене каласа памалли темĕн чухлех халĕ,_тет А. Сибегатуллина.

Тавралăхпа паллаштаракан экскурсисене те тухаççĕ ачасем. Кỹлĕ те, вăрман та инçе мар кунтан. Уй-хирте мĕн çитĕнни те интереслентерет канакансене. Лăпкă çилпе чỹхенсе ларакан тырă пусси çийĕн путене сас пани мĕне тăрать...

З. ГИЗЗАТУЛИНА, Пăва хули.

"10 класа куçрăм эпĕ. "Сэлэт" лагерьте канма тивĕç пулнишĕн питĕ хĕпĕртетĕп. Патăрьел районĕнчи Кзыл Чишмана килсе курни пушшех савăнăç. Кун йĕрки питĕ пуян. Тавракурăма ỹстерме условисем çителĕклĕ. Кунне 5 хутчен тутлă апат çитереççĕ. Манăн халĕ тĕнчен кирек хăш кĕте- сĕнче те юлташсем пур. Тăрăшса вĕренсен кирек кам та çакланма пултарать лагере".

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика