Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывра асăрхануллă пулăр

06 июля 2016 г.

Республикăри шыв объекчĕсенче тивĕçлĕ мерăсем йышăннине пăхмасăрах 21 çын, çав шутра 4 ача шыва путса вилнĕ. Тĕп сăлтавсем - ỹсĕрле шыва кĕрсе кайни, ачасем ашшĕ-амăшĕ пăхса тăмасăр шыва кĕни, ятарласа хатĕрленĕ вырăнсемпе усă курманни.

Ку эрнере Канашра пысăк инкек пулнă. Хула çывăхĕнчи культура паркĕ çумĕнчи пĕвере 11 çулхи арçын ача путса вилнĕ. Сивĕ çанталăкра тăваттăн шыва кĕнĕ. Çамрăка шăнăр туртса лартнă, унăн пурнăçне çăлайман.

Ачасене шыв объекчĕсем çывăхĕсенче асăрхавсăр, никамсăр ан хăварăр. Ятарласа хатĕрленĕ, пĕлекен вырăнта кăна шыва кĕме юрать. Кĕпер, шлюзсем çывăхĕсенче, шыв çаврăнса тăракан вырăнта, шыв курăкĕсем патĕнче, карапсем çывăхĕнче ишме юрамасть. Шыва сасартăк ан сикĕр, тарланă, ĕçлесе-выляса ывăннă хыççăн тỹрех ан кĕрĕр пĕвене. Ишме пĕлместĕр пулсан, юхан шыври тарăн çĕре ан кĕрĕр. Сивĕ шывра нумай чăмпăлтататăр пулсан, шăнăр туртать. Эрех ĕçнĕ хыççăн шыва кĕмелле мар.

Камера, вĕрсе хăпартнă резина япаласем çинче çырантан аякка ишсе каймалла мар. Аслати авăтнă, çумăр çунă чухне шывран тухăр. Пĕлмен çĕрте шыва сикме, чăмма юрамасть.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика