ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комисси ĕçе хакланă

05 июля 2016 г.

Иртнĕ эрнере патшалăх сăнав станцийĕн Ульяновск облаçĕнчи филиалĕн начальникĕ В.В.Шиляев, "Чувашский" ГЦАС директорĕ А.П.Коршунов, Çĕрпỹ районĕнчи "Колос" патшалăх унитари предприятийĕн директорĕ Э.Л.Митрофанов Нĕркеç ялĕнчи патшалăх сăнав станцийĕн ĕç-хĕлне хакланă, ял хуçалăх культурисене мĕнле çитĕнтернипе кăсăкланнă. Ĕçлĕ тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ А.А.Самаркин, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ И.Х. Миннетуллин хутшăннă.

Комисси членĕсем пахча çимĕç, тĕш-тырă тата пăрçа йышши культурăсен тĕрлĕ сорчĕсене ỹстернипе, çĕр пахалăхĕпе кăсăкланнă. Çавăн пекех ял хуçалăх техникипе агрегачĕсем çине те комисси членĕсем пысăк тимлĕх уйăрнă.

Паянхи куна районти патшалăх сăнав станцийĕнче тĕрлĕ сортсем çитĕнтереççĕ. Хăшĕ мĕнле çитĕннине, мĕн чухлĕ тупăш пама пултарнине çирĕп тĕрĕслесе тăраççĕ кунта. Тĕрлĕ сăнав ирттернĕ хыççăн çеç пахалăхлă сортсене хуçалăхсене акма сĕнеççĕ.

А.АНТОНОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика