Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ӗҫчене ял - -йыш савать

28 июня 2016 г.

Мӗн тӗрлӗ професси ҫук-ши ҫӗр ҫинче? "Ӗҫҫынна ҫӗклет, юлхав ӳкерет", "Ӗҫчен ҫынна ял савать",-тенӗ ваттисем.

        Людмила Зиновьевна Васильева пултаруллӑҫӗвӗҫе пурте пӗлеҫҫӗ Чутейре. Пальто, костюм, кӗпе, сараппан, блузка, юбка, саппун, фуфайка ҫӗлеттерме тӗрлӗ ялтан килетчӗҫ. Туй кӗписем заказ паракансем те пулнӑ. 1960-1990-мӗш ҫулсенче пасартан, лавккаран туянма хакла ларнӑ. Люся аппа вара йунӗпех ҫӗлесе паратчӗ. Килӗштеретчӗҫ вӑл ҫӗленине.

           Людмила Зиновьевна Ҫӗрпӳ районӗнчи Анатри ялӗнче 1941 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗне курма тӳр  килмен. Вӑл вӑрҫа кайнӑ чухне пӗчӗкскер 6 уйӑхра кӑна пулнӑ. 1960 ҫулта хӗр 10 класс пӗтерсе Ҫӗрпӳри  профтехучилищӗне ҫӗвӗҫе вӗренме кӗнӗ. Ҫур тӑлӑх пулнӑран хӗрачана патшалӑх тӑрантарнӑ, тумлантарнӑ. Виҫӗҫул вӗреннӗ хыҫҫӑн Шупашкарти ҫӗвӗ фабрикинче тӑрӑшнӑ Людмила. Ӑна Дон ҫинчи Ростов хулине закройщиксен курсне вӗренме яраҫҫӗ. 1967 ҫулта тӗп хулари ҫӗвӗ мастерскойне ҫав ӗҫпе вырнаҫать. Аппӑшӗ /вӑл та ҫӗвӗҫӗ/ чӗннипе Тӑвайри КБОна арҫынсен ҫиелти тумне ҫӗлекен мастер пулса ӗҫлеме куҫать. Ҫав ҫулах Людмила Зиновьевна Чутей каччипе Борис Петровичпа паллашать. Ҫамрӑксем ҫемье ҫавӑраҫҫӗ. "Уйрӑм ҫӗвӗ цехӗҫукчӗ. Таврари ялсенчен, Тутарстантан та килетчӗҫ,-тесе аса илет Л.Васильева.

   - Ҫынсем патӗнче ҫӗлеттӗмӗр. Малтанах Васса Краснова  патӗнче ҫӗленӗ. Унтан Т.Клементьев ҫуртне куҫарчӗҫ. Хуҫисене укҫа, вутӑ паратчӗҫ уншӑн. 1968 ҫулта каллех В. Краснова патӗнче ҫӗлерӗмӗр."

        1975 ҫулта "Чӑвашшвейбыт" ҫӗвӗ пӗрлешӗвӗн филиалне Чутейре  уҫнӑ. "Клубпа юнашарти ӗлӗкхи йывӑҫ больница ҫурчӗн ҫуррине ҫӗвӗ цехӗ йышӑннӑ. Пӗр вӑхӑт вӑл та хупӑнчӗ. Ҫӗвӗҫӗсем колхоза ӗҫлеме куҫрӗҫ. Эпӗ килте заказсене йышӑнаттӑм. Аслӑ хӗр ача Эльвира ҫуллахи каникулта мана пулӑшатчӗ. Вӑл пӗчӗклех ҫӗлеме ӑстаччӗ," - калаҫу ҫӑмхине малалла сӳтрӗ хӗрарӑм.

           1984 ҫулта ҫӗнӗ КБО ҫуртне хута янӑ. Унта ҫиелти тумсем ҫӗлекен  закройщицӑра ӗҫленӗ Людмила Васильева. 1988 ҫулта совхоз директорӗ И.Я.Гурин тӑрӑшнипе Мускаври  "Салют" филиалӗн ҫӗвӗ цехне уҫнӑ /КБО ҫуртне те вӑлах тутарнӑ/.

     Людмила Зиновьевна 1991 ҫулта пенсие тухнӑ. Пултаруллӑ, сӑпайлӑ  хӗрарӑм халӗ те ӳркенсе тӑмасть. Килте кирлӗ япаласем, мӑнукӗсем валли тумсем ҫӗлет.

З.Иванова.

Чутей ялӗ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика