Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сурăмпуç Мучикасси хастарĕ

01 июля 2016 г.

1963 çул. Эпĕ, 15 çулхи «пацан», вырăсла та аванах калаçма пĕлменскер, Шупашкарти ЗЭИП-ра (электровиçев завочĕ) токаре вĕренеттĕмччĕ. Унта мăнакăн ывăлĕ тăрăшнипе кĕнĕччĕ. Пĕр кĕр кунĕнче заводри темиçе спортсменпа 22-мĕш шкулăн (1-мĕш техучилищĕне хирĕç) спорт залне кайнăччĕ. Унта пире Валерий Лобода тренер классика мелĕпе кĕрешме вĕрентме тытăнчĕ. Тренировкăсене питĕ вăр-вар Семен Игнатьев та çÿретчĕ. Вăл çулсенче Сергей (çапла чĕнеттĕмĕр) 1-мĕш стройтрестăн нумай тиражлă хаçатĕнче фотокорреспондент пулчĕ.

Манран 6 çул аслă тус 1940 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче Сурăмпуç Мучикасси ялĕнче çуралнă. Вăл мана аслăраххисем ан кÿрентерччĕр тесех тăрăшрĕ. «Медведь», «Силач» хушма ятлисем хул-çурăма питĕ авса кĕрешнĕ пулсан та...

Пĕр çу кунĕнче, эпĕ çар вĕренĕвĕнче амансан, йывăр операци хыççăн ура çинче тăракан пулсан, тăван тăрăха, Шупашкара таврăнтăм. Атăл хĕрринче Семен тусăма тĕл пултăм. Чупса пырса ыталарĕ мана спортсмен. Яланхиллех фотоаппаратпаччĕ. Пристань патĕнчи «Ракета» çумĕнче пĕр çар морякне çатлаттарса та илчĕ... Авланасса та - генерал хĕрĕпе çемье çавăрнăччĕ тус. Хуняшшĕ Куйбышевра (халĕ Самара) çар службинчеччĕ. Çапла асра юлнă пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă тус. Вăл Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ят илнĕ. Семен Игнатьев - Раççей Федерацийĕн физкультура отличникĕ, Чăваш Республикин журналисчĕсен Çемен Элкер ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ те. Хастар арçын «Пресса-2008» профессионалсен пĕтĕм тĕнчери XV куравĕн ятарлă паллине те тивĕçнĕ. Тăван ялĕнче те асра тытма Асăну хăми вырнаçтарсан питĕ вырăнлă пулнă пулĕччĕ.

А.МАКСИМОВ,

велосипедпа, йĕлтĕрпе чупса 1-мĕш разряда тивĕçнĕ ветеран,

саппасри çар офицерĕ-инваличĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429245, Аликовский район, с. Крымзарайкино, ул. Школьная, д. 19
Телефон: 8(83535) 60-2-58
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика