Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Астăвупа хурлăх кунĕ

23 июня 2016 г.

Астăвупа хурлăх кунĕ

Июнĕн 22-мĕшĕ Раççейшĕн - Астăвупа хурлăх кунĕ. 75 çул каялла, 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчи шуçăмпа, Совет Союзĕ çине фашистла Германи тапăннă.

Совет халăхĕшĕн Çĕнтерỹ, Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕ хакла ларнă. 1418 кунпа çĕрте официаллă даннăйсем тăрăх кăна пирĕн çĕршывăн 27 миллиона яхăн çынни пуçне хунă. Аслă Отечественнăй вăрçа пирĕн районтан 5429 çын хутшăннă, вĕсенчен 3156-шĕ çапăçу хирĕсенчен каялла таврăнайман.

Çак ятпа районти ялсенче астăвупа хурлăх кунне халалланă мероприятисем иртнĕ. Тăвайри Мухтав монуменчĕ патне те вуншар çын пухăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке тăвайсем Тăван çĕршывшăн пынă çапăçусенче те, тылра та паттăрлăх кăтартни çинчен каланă.

Район администрацийĕ тата "АККОНД" АО генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Н.Иванов ячĕпе монумент умне чечексем хунă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика