Территориальный отдел «Чуманкасинский» Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕр кĕрлерĕ Акатуй…

22 июня 2016 г.

Çĕртме уйăхĕн 11-12-мĕшĕсенче республикăри чылай районта юрă, ĕç тата спорт уявне паллă турĕç

Патăрьел. Районта 65-мĕш хут иртекен Акатуй-Сабантуя ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Олег Мешков, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев, район пуçлăхĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕн канашçи Михаил Петров, райадминистраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата сумлă ытти хăна хутшăннă. Юрий Васильев пухăннисене уяв ячĕпе саламланă, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Тав сăмахне вуласа панă. Вăл Акатуй-Сабантуй çĕре юратакан тата ун çинче ĕçлеме пĕлекен çынсен уявĕ пулнине, Патăрьелсем çакна кашни çулах хăйсен ĕçĕпе çирĕплетнине палăртнă. «Район аталансах пырать, 7-8 çул ĕнтĕ республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче малти вырăнсене йышăнать», — тенĕ Юрий Егорович. Уявра ял хуçалăх производствин чи лайăх ĕçченĕсене чысланă. Акана пахалăхлăн ирттернисене Хисеп грамотисемпе тата дипломсемпе наградăланă. «Профессийĕпе чи лайăххи» конкурсра çĕнтернисене парнесем панă. Районти 19 ял тăрăхĕ те хăна картишĕсем йĕркеленĕ, унта районта пурăнакан тĕрлĕ наци çыннин йăли-йĕркипе, апат-çимĕçĕпе паллаштарнă.

 

Елчĕк. «Ырсамай» культурăпа кану паркĕнче ирех куравсем ĕçлеме пуçланă, ял тăрăхĕсен этнокультура кил картийĕсем иртен-çÿрене хăйсем патнелле йыхăрнă-илĕртнĕ. Уяв «Ĕç çыннине мухтар» театр представленийĕпе пуçланнă, унăн сюжечĕн тĕп темисем — Раççей кунĕ, Кино тата Ĕç çыннин çулталăкĕсем. Елчĕксене Акатуй ячĕпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин саламланă. Вăл çĕр ĕçченĕсене ырми-канми ĕçшĕн тав тунă, малашне те хальхи пекех малти вырăнта пулма ăнăçу суннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн саламне вуласа панă, ĕçре палăрнисене патшалăх наградисем панă. Ялта ĕçлесе пурăнакан граждансене, çав шутра çамрăк çемьесемпе специалистсене те, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма паракан социаллă тÿлеве кăçал икĕ çын тивĕçнĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ Николай Миллин АПК ĕçченĕсене акана ăнăçлă вĕçленĕшĕн тав тунă, çав ăмăртура çĕнтернисене дипломсемпе, хаклă парнесемпе чысланă. Кăçалхи Акатуй çĕнĕлĕхĕ — «Мотоблоко-драйв». Уява килнисем малтан килти хушма хуçалăхра усă куракан пысăках мар техникăсен куравĕпе паллашнă, унтан мотоблоксен хуçисем ăмăртăва тухнă. Çынсем çуллахи кинотеатрта районти ĕç çыннисем пирки фильмсем пăхма пултарнă.

 

Муркаш. Акатуй музыка-хореографи композицийĕпе пуçланнă. Уява килнисене РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Ванеркин, республикăри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров, район пуçлăхĕ Игорь Николаев, райадминистраци пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев саламланă, чи пултаруллисене, хастаррисене наградăсем панă. Мероприяти вăхăтĕнче ĕç династийĕсене — Горшковсене /çемьен ял хуçалăхĕнчи пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 72 çул/, Федоровсене /культура тытăмĕ, 58 çул/, Кузнецовсене /сывлăх сыхлавĕ, 145 çул/ — чысланă. Çавăн пекех «Чăваш Енри чи хăтлă ял /хула/ тăрăхĕ» республика конкурсĕн /2015 çулшăн/ çĕнтерÿçисене дипломсем панă. Уява килнисем чăваш ялĕпе çывăхарах паллашнă. Çак кил картине йĕркелекенсене «Ял тăрăхĕн йăли-йĕркин пултарулăх презентацийĕ», «Чи лайăх наци кухни» тата ытти номинацире палăртнă.

 

Источник: "Хыпар"

 

 

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика