Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортзалсене çĕнетеççĕ

15 июня 2016 г.

2016 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнче кăларнă Раççей Федерацийĕн Правительствин 803-р №-лĕ Хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2016 çулта Раççей Федерацийĕнчи субъекчĕсен бюджечĕсене 2013-2020 çулсенче «Вĕренĕве аталантарасси» Раççей Федерацийĕн патшалăх программипе физкультурăпа спортпа туслашма майсем туса парас тĕллевпе ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсене федераци бюджетĕнчен субсиди пайласа парассине çирĕплетнĕ.

2016 çулта Чăваш Республикинче ялсенчи шкулсенчи 26 спортзалта юсав ĕçĕсем ирттерме палăртнă. Вĕсен йышĕнче «Пĕртăван Семеновсен ячĕллĕ Мăн Вылăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул» та пур. Спорт залĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме тата вĕренÿ организацине спорт хатĕрĕсемпе тивĕçтерме федераци бюджетĕнчен 888,0 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран 96,0 пин тенкĕ укçа уйăрнă.

Пирĕн районта 2014-2015 çулсенче Элĕк (2014), Тавăт (2014), Чăваш Сурăм(2015) шкулĕсенчи спортзалсенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттернĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика