Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ылтăн туй» паллă турĕç

03 июня 2016 г.

50 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнасси арăмĕпе упăшкинчен килекен хăйне евĕрлĕ яваплăх темелле. Ку чухне çемьери лару-тăру арçынран е хĕрарăмран килнине пĕр сăмахпа палăртма май çук. Çак шухăшпа Урпашра пурăнакан Михайловсем те килĕшеççĕ. Герман Михайловичпа Нина Александровна иртнĕ кунсенче «ылтăн туйне» паллă турĕç. Çак мăшăршăн пĕр-пĕрин хушшинчи ăнланулăх, юрату паянхи кун та пĕлтерĕшлĕ. Михайловсен туслă çемйинче 7 ача кун çути курнă, ашшĕ-амăшĕ вĕсене кашнинех тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Герман Михайлович мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вырăнти культура тытăмĕнче чылай çул ĕçленĕ. Ашшĕне кура Роза хĕрĕ те çак çула суйланă-тăр. Хисеплĕ мăшăра «ылтăн туй» ячĕпе Питĕшкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Гаврилова тата культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ юрри-ташшипе саламланă.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика